Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкара ĕçлĕ çул çӳревпе çитсе килнĕ

 Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкара ĕçлĕ çул çӳревпе çитсе килнĕ. Пуçлăхпа пĕрле ĕçе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Валентин Шурчанов тата Руслан Тихонов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем асăннă хулара  çӳп-çапа усал каяша ятарласа пухмалли вырăна хатĕрленин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, унта илсе пыракан çул-йĕр ĕçне тишкернĕ. Ăна валли çул 10 çухрăма яхăн патне хута ярассипе тимлеççĕ, объектăн хакне 269,5 млн. тенкĕллĕх палăртнă. Вĕсенчен 213 млн. тенкине Раççей Федерацийĕн Инвестици фондĕнчен, 55,5 млн. тенкине республика бюджетĕнчен тата 1 млн.укçана – Шупашкар районĕн бюджетĕнчен  уйăрнă. Çул-йĕрпе паллашнă хыççăн, палăртнă ĕçлĕ ушкăн полигон строительствин ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ. Палăртнă проекта пурнăçа кĕртсен Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар районĕсен асăннă ыйтăва çийĕнчех татса пама май килĕ. Усал çӳп-çапран çийĕнчех тасалма ирĕк парать. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн пĕремĕш çумĕ  Евгений Юшин  «ТСК «Парнас» ООО хăй çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн, вĕсем тытăннă хыççăн ĕç-пуçа малалла тӳрĕ кăмăлпа  «ГЭСстрой» ОАО тата «Воддорстрой» ООО ĕçлесе пынине асăннă. Малтанхи таса чунпа ĕçлемен фирмăпа килĕшсе ĕçлемелли контракта арбитраж судчĕ урлă пăрахăçланă, организацие ĕçе вăхăтра кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн штрафсем тӳлеттермелле тунă. Тата паянхи куна çитменнине «ТСК «Парнас» ООО строительство ĕçĕсене те кирлĕ пек лайăх пурнăçламанни куç кĕретех, вĕсен тăкакĕсем 25 млн. тенкĕне яхăн пулассине те палăртнă, асăннă кăлтăксем паян объектра ĕçлекен подрядчиксем умне чăрмавсем кăларса тăратаççĕ.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе ĕçе йĕркелесе ирттерессипе лайăх ĕçленине палăртнă. «Эпир полигон патне çитме çавра çула хатĕрлесе пурнăçа кĕртме шантарнă, паян ыйтăва пĕтĕмпех татса панă. Çул хатĕр, каламасăрах паллă - куçа илĕртсе тăрать. Малашнехи тĕллев – полигона йĕркелесе çитерссине, çӳп-çапа уйăрассине тата тирпейлесе пуçтарассине хута ярасси пулнине асăннă.   Шупашкарти çӳп-çап пухмалли вырăна пĕтĕмпех хупса хумалла, усал каяша çĕнĕ хута каякан ятарлă вырăна çитермелле. Камсем  хăйсем çине илнĕ ĕçе туллин пурнăçламан, вĕсене паян явап тыттармалла», - тесе çирĕппĕн палăртнă Михаил Игнатьев. Малалла  Михаил Игнатьевпа пĕрле официаллă хăнасем «Элита» ОАО çул тытнă. Палăртнă организаци арçынсем валли «Премиум» класлă кĕпесем хатĕрлессипе ĕçлет.  Тавара еплерех калăпласа кăларнин ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă. «Элита» ОАО тĕп инженерĕ Наталья Андреева предприяти 100 тĕрлĕ тавар кăларнине палăртнă,  Раççей рынокĕсенче  тавара аванах ыйтнине асăннă. Предприяти çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлет. Организацире 47 çĕнĕ вырăн хута янă, кунта тăрмашакансен ĕç укçин виçи  вăтамран 20,1 пин тенкĕпе танлашать. Предприятипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕпе уйрăм налога льготăпа тӳлеме йышăннă. Хыççăн Михаил Игнатьев хула администрацийĕнче активпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.  Çĕнĕ Шупашкар пысăк хула федераци программине кĕрсе патшалăх пăлăшăвне 2,6 млрд тенкĕллĕх илнĕ.  Канашлура социаллă экономика пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тĕплĕн пăхса тухса йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



28 ноября 2013
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter