Шупашкарта «Ăнăçлă бизнесăн практикипе стратегийĕ» ятлă Регионсем хушшинчи IX-мĕш форум уçăлнă

 Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ăнăçлă бизнесăн стратегийĕпе тактики» Регионсем хушшинче иртекен IX-мĕш форумĕн ĕçне хутшăннă. Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалланă мероприятие Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче йĕркелесе ирттернĕ.   Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче патшалăхăн политики тӳрĕ чунлă тата таса бизнеса аталантарма ырă енсем туса парасси çине тимлăх уйăрнине асăннă. Тавар калăпласа кăларакансене пулăшусем парас ĕçре витĕм кӳнине асăннă. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси – влаç органĕсенче тимлекенсен тĕп çул-йĕрсенчен пĕри шутланать. Пуçлăх çавăн пекех Раççей ВТО кĕнĕ май, паянхи рынока таварсене пахалăх енчен  пысăк шайра тăратни пĕлтерĕшлĕ, пурнăç та çакнах ыйтнине палăртнă. Чăваш Енри предприятисем ют çĕр-шывсенчи тавар калăпласа кăларакансемпе кирлĕ пек ăмăртса ĕçлеме яланах хатĕр.  Пурнăçри нумай тытăмра пахалăх ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.  Çĕнĕ йышши технологисемпе халăхсем хушшинчи стандартсем пурнăçа çийĕнчех кĕрсе пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ кун йышши мероприятисенче пĕр-пĕринпе куççăнах тĕл пулса пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашни бизнеса тата та лайăхрах аталантарса пыма майсем тупса панине каланă. Эффективлă тытăма йĕрелесе ярассин ыйтăвĕсемпе Чулхулари «Японский Центр» АНО директорĕ Хамано Митихиро, Хусанти паллă Экономика, право тата управлени институчĕн директорĕ, Раççей наука академийĕн член-корреспонденчĕ Ирина Антонова тата ыттисем те калаçнă. Хăнасем пурте тенĕ пекех  Чăваш Ен пахалăх енĕпе ĕçлекен чи кăтартуллă регион пулнине палăртнă.  Форум ĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, «Арман-С» ООО,  «Чувашхлебопродукт» ОАО тата  «Комбинат автомобильных фургонов» ОАО  наградăсем, хăш-пĕр таварсем пахалăх енчен лайăх пулнишĕн Дипломсене тивĕçнĕ.  Вĕсем хушшинче: «Шумерлинский хлебозавод» ОАО генеральнăй директорĕ Марат Якушев, Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви çумĕнчи «Канашский транспортно-энергетический техникум»   АУ СПО директорĕ Ильсур Назмутдинов, «Санаторий Чувашия» ОАО генеральнăй директорĕ - тĕп врачĕ Юрий Симунов. Паянхи форумăн ĕçĕ республикăра чӳк уйăхĕн 28-29-мĕш кунĕсенче иртет. Тĕплĕнрех



28 ноября 2013
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter