2013-2014 çулсенче кĕркуннепе хĕлле тапхăрне ЖКХ системине хатĕрлессипе йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  2013-2014 çулсенчи кĕркуннепе хĕллехи тапхăра хутса ăшăтмаллин хатĕрленӳ ĕçĕсем еплеррех пурнăçланса пынин ыйтăвĕсемпе Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Раççей Премьер-министрĕ хутса ăшăтмалли тапхăра лайăх хатĕрленнинчен çынсем мĕнле пурăнасси пĕтĕмпех паллă пулать тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче. Паянхи кун тĕлне пур субъектсенче те хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнине палăртнă. Ку енĕпе нимĕнле кăлтăксемсĕрех ĕç пурнăçланса пырать. Çав-çавах хăш-пĕр регионсенче уйрăм кăтартусемпе юлса пыни сисĕннине палăртнă. «Хĕленне вали 2,5 млрд. кв.м çурт-йĕре хатĕрлесе çитермелле пулнă. Пĕтĕмĕшле çĕр-шывра ку тĕллеве пурнăçланă, пур çавăн пек территорисем, ăçта кăштах юларах пыраççĕ. Вĕсем: Тыва, Бурят, Коми, Тверь тата Калининград облаçĕсем», - тесе палăртнă Правительствăн Председателĕ, асăннă территорисенчи ертӳçĕсене çийĕнчех  лару-тăрăва ку енĕпе лайăхлатма хушса хăварнă. Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен регионсен пуçлăхĕсем тата министрсем тĕплĕн паллаштарнă.   Чăваш енре 2013-2014 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе 2 млрд 768,4 млн. тенкĕне яхăн тăкакланнă. Вĕсенчен нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттернĕ çĕре - 246,1 млн. тенкĕ, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен  лайăх çуртсене куçарса  - 516,9 млн. тенкĕ, «МРСК Волги» ОАО, «РусГидро» ОАО филиалĕн, Марий Эл Филиалĕпе «ТГК-5» ОАО Чăваш енĕн, «Чувашсетьгаз» ОАО объекчĕсене  вали 681 млн. тенкĕ,  пурлăхпа техника ресурсĕсене хушма кăлтăксенчен самантрах хăтăлма запас хатĕрленĕ çĕре 150 млн. тенкĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн предприятийĕсене пулăшса 479,4 млн. тенкĕ, модернизаци ĕçĕпе энергорессурсем валли тĕрлĕ хатĕрсем туянасси çине 120 млн. тенкĕ,  шывпа тивĕçтерме объектсене хатĕрлеме 204 млн. тенкĕ,   çурт-йĕрсем таврашĕнчи ытти çул-йĕре юсав ĕçĕсем ирттернĕ çĕре 371 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Чваш енри патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕпе пĕрле вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсем пур пурăнмалли нуммай хваттерлĕ çуртсем хĕллене хатĕрри çинчен çирĕплетекен ĕç хутне, унсăр пуçне вĕсене ăшăпа тивĕçтерекен 54 организацийĕсен хатĕр пулни çинчен паспорт парса тивĕçтернĕ. Чăваш Республикинче кĕркуннепе хĕллене хатĕрленсе пур объектсенче те вăхăтра кирлĕ пек хатĕрлесе çитернĕ пулнă. Тĕплĕнрех 



28 ноября 2013
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter