Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Право йĕркине тĕрĕслесе тăракан координаци канашĕн анлă ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем тата экстремизма хирĕç кĕрешес енĕпе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семёнов паллаштарнă. Министр республика территорийĕнче халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пурĕ 9 пин видеосăнв вырнаçтарнине асăннă. Кăçалхи çул 10 уйăх хушшинче видеосăнавсене пула, 82 преступление çийĕнчех уçса палăртма май килнине асăннă. Унсăр пуçне административлă йĕркепе пине яхăн çынна явап тыттарнă.  Сергей Семёнов министр преступлени тăвакансен хисепĕ халăх йышлă пухăнакан çĕрте самай (14 процент чухлĕ)  чакнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă ыйтупа республика, федераци шайĕнче çеç мар, ял поселенийĕсенче те ĕçлесе пымаллине палăртнă. Михаил Игнатьев ял тăрăхĕсенче халăх дружинисене ытларах явăçтармаллине каланă, активлă ĕçлекенсене çийĕнчех палăртса пулăшу кӳмелине асăннă. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерстви  экстремизма хирĕç крешесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Ытларах  ку енĕпе çамрăксем хушшинче право йĕркине пăснă тĕслĕхсем пулассинчен профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттерни курăмлă пурнăçланса пырать. Кăçалхи çул чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 10 преступлени тунă. Тупса палăртнă тĕслĕхсем Интернет мелĕпе те çыхăннă. Йĕркене пăснă çынсене çийĕнчех тупса палăртса явап тыттарма май килнĕ. Федераци миграцин служби Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Черничкин хальхи вăхăтра Чăваш Енре 11203 ют çĕр-шывсенчен килнĕ çынсем пурăннине палăртнă. 2013 çулта 11892 преступлени тунă пулсан, вĕсенчен 75-шне çӳлерех асăннă, гражданство илмен çынсем йĕркене пăснине каланă. Кăтарту Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан пĕчĕк пулнине асăннă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов республикăра  тĕрлĕ тĕне ĕненекен çыннисем пурăннине асăннă. Министр вĕсемпе профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ мероприятисем çинчен каласа хăварнă. 2013 çул чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра тĕне ĕненекн 309 тĕслĕ организацисене шута илнĕ.  Наркăмăшсемпе çыхăннă тĕслĕхсем çинчен Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн  ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăласа пыраканĕ Татьяна Богданова тĕплĕн паллаштарнă. Республикăра наркотика пула, сусăрланнă 715 çын сиплев учрежденийĕсене лекнĕ.  Паянхи пурнăçра ку енĕпе хăйсен пурнăçне амантакан çынсен шухăш-кăмăлне тепре чухне медицина пулăшăвĕсĕр ытти меслетсемпе те усă курса ĕçлемеллине палăртнă.  Çул-йĕрсем çинче инкексем пулассинчен асăрханас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттерекен мероприятисем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – çул-йĕрпе трнспорт хуçалăхĕн минстрĕ Михаил Янковский  каласа хăварнă. Республикăра çулсем çинче йĕркене пăснă 450 пин инкеке шута илнĕ. Иртнĕ Координаци канашĕн йышăнăвĕсене пăхса тухнă хыççăн, Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Александр Герасимов тăлăха юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтернин ыйтăвĕсем çинчен пĕлтернĕ. 2011 çулта тăлăха юлнă икĕ ача пурăнмалли çурт-йĕрсĕр тăрса юлнине палăртнă. «Стройгранд-Групп» ООО  хăй çине илнĕ яваплăха пурнăçламан. Вĕсене пула, ачасем кил ăшшисĕр тăрса юлнă. Унсăр пуçне Вăрнар районĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемье, вĕсене валли  «Кровля» ЗАО хваттер тума палăртнă. Анчах та паянхи куна та вĕсем палăртнă графика тытса пымаççĕ, 12 уйăх хушши ĕçе  тăсса янă. Халлĕхе те ĕçе 60 процент чухлĕ çеç пурнăçланă. Çак асăннă организаци пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарма палăртнă çĕнĕ çуртсем тăвас ĕçе те тытăннă пулнă. 4 çурта халĕ те туса та пĕтермен, ĕç чарăнса ларнă. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Ольга Никина Чăваш Енре «Стройгранд-Групп» ООО тата  «Кровля» ЗАО - иккĕшĕ те çак ятсемпе тепĕр организацисем йĕркеленине пĕлтернĕ. Хуçисем пĕрех, анчах та  пĕри те хăйсем çине илнĕ яваплăхсене кирлĕ пек пурнăçламанни куç кĕретех.  Тата çитменнине, халĕ вĕсенчен пĕри, хăй çинчен банкурута тухни çинчен ĕç хучĕсене пуçтарма тытăннă. Тĕплĕнрех



29 ноября 2013
17:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter