Муркаш районĕ: хĕл асăрханулăх ыйтать
Малтанах пушар хăрушсăрлăхĕ пирки. Район территорийĕнчи пушар тухаслăх тĕлĕшпе паянхи ÿкерчĕк çапларах. Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта 32 пушар регистрацилерĕмĕр, 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Çаксем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пĕчĕкрех пулсан та лăпланмалли сăлтав мар. Маларахри пĕтĕмлетÿ ирĕке кайнă «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне кашни çыннах туллин кăтартать тесе шутлатăп. Пушарсем тухнине тăтăшах тишкерсе пыни çакна çирĕплетет: кĕркуннехи- хĕллехи тапхăр çитнĕ май пÿрт-çуртсене ăшăтмалли приборсемпе-агрегатсемпе ăшăтма пуçланăран вĕсенчен тата мунчасенче мăрьесемпе кăмакасен юсавлăхне пăхса тăманран пушар тухасси чылай ÿсет. Çак тапхăрта уйрăм тимлĕх кăмакасем тĕлĕшпе пулмалла. Вĕсене, электрохуçалăха, ăшă паракан установкăсене сивĕсем çитиччен тĕплĕ пăхса тухмалла. Çак йĕркене пăхăнсан кăна «хĕрлĕ автан» çулне эпир ытларах пÿлĕпĕр. Пĕрле пĕр тĕллевлĕ пулсан çеç инкексенчен пăрăнса иртме пултарăпăр. Хĕл кунĕсем çывхарнă май район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕ ашшĕ-амăшĕсемпе шкул ачисене, вĕрентекенсене шăнма пуçланă юхан шывсемпе кÿлĕсем çинче уйрăмах тимлĕ пулмалли пирки тепĕр хут асăрхаттарать. Çакна валли сăлтавĕсем пур та ĕнтĕ. Вунă кун каялла Мăн Шаптакра шыва кайса пурнăçран уйрăлнă çынна тупса палăртни те кĕрхи шыв çинче асăрхануллă пулмаллине çирĕплетет. Çакă паллă, 2 - 3 градус ăшă шывра çын 10 - 15 минут, 2 градусран та сивĕрех чухне 5 - 8 минут çеç пурнайрать. Çавăнпа та пăрпа витĕннĕ юхан шыв е кÿлĕ çине кĕриччен пăр хулăнăшне пĕлни кирлĕ. Конькипе ярăнма каток йĕркелес тесен пăр хулăнăшĕ 12 сантиметртан хулăнрах пулмалла. Пăр çине кĕнĕ чух унăн хулăнăшĕ хăрушсăрлăха тивĕçтерни пирки тĕрĕслесе пăхăр. Ун хыççăн çыран хĕрринченех хăвăрăн маршрута палăртăр. Уйрăм асăрхаттару пулăçсем тĕлĕшпе. Пăр айĕнчен пулă тытма çÿрекенсен юхан шыв е кÿлĕ çинчи лару-тăрăва асăрхасах тăмалла. Пулла каякан уйрăм пулăçсен хушши пăр çинче 5 метртан кая пулмалла мар. Пăр çинчи кашни утăма шутласа тăвăр. Юхан шыв е кÿлĕ çинче пăр çурăлнă йĕрсем пулсан ун тăрăх утассинчен асăрханăр. Пулă тытнă чух хăвăр тавра нумай шăтăк туса ан тултарăр. Пăр çинче хăрушлăх палăрсан хыпаланмасăр хăвăртрах çырана васкăр. Пăр катăлнипе шыва кĕрсе ÿксен тÿрех çухалса ан кайăр. Малтанах хăвăр çинчи йывăр япаласенчен хăтăлăр. Пăр çине кĕлеткепе выртса алăсене сарса хурăр та урасене шывран черетпе кăларма тăрăшăр. Тăтăшах пулăшу чĕнĕр. Тарăнах мар пулсан хăвăр умри пăра катса çыран еннелле талпăнăр.