2013 çул «Çулталăк çемьи» республика кункурсĕн финалисчĕсене чысланă

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çулталăк çемьи» республикăра 10-мĕш хут иртекен конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕн уявне хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствипе Чăваш Ен Правительстви çемьесене, ашшĕ-амăшĕсене, ачисене пулăшас тесе кулленех тимлĕх уйăрнине палăртнă. Федераци тата республика шайĕнче амăшĕсен капиталĕсене парса тивĕçтереççĕ. Пирĕн халăхшăн çемье пуянлăхĕ пĕлтерĕшлĕ. Çемье – патшалăхăн тата халăхăн тĕрекĕ. Усрава ачасене илнĕшĕн  пĕр хутчен 300 пин таран укçапа тивĕçтереççĕ, енчен те усрава илнĕ ача сусăрланнă пулсан, ăна пулăшу кӳме 375 пин.  Юлашки çулсенче республикăра ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтусене татса парасси лайăх пурнăçланса пырать. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 11 ача сачĕ хута кайĕ, вĕсенчен паяхи куна 8 ача садне çĕклесе лартнă та. Асăннă ыйтăва 2015-мĕш çулта пĕтĕмпех татса пама палăртнă. Кун пек ĕçсене туса ирттерни, демографи лару-тăрăвĕ лайăх пулнипе çыхăннă. Палăртса каламалла, юлашки çулта нумай ачаллă çемьесен хисепĕ 10 процент чухлĕ ӳсрĕ «Граждăнла обществăра çемье пуянлăхне упраса хăварни приоритетсенчен пĕри шутланать. Раççей Федераци Президенчĕ 2012-мĕш çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсемпе килĕшӳллĕн çемьере виççĕмĕш пепке çуралсан пособисем парас ĕç те лайăх пурнăçланать. Паянхи куна асăннă пулăшупа 1400 çемье усă курать. «Пирĕн Чăваш Енĕн ачисем Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсем пулса çитĕннчĕр тесе тăрăшмалла», - палăртнă Михаил Игнатьев. «Çулталăк çемьи» ята  республикăра иртнĕ кункурсра çĕнсе илнĕ Адюковсен çемьине Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Республикăри чи сумлă та хисеплĕ çемьесем паян Чăваш Республикин символикĕллĕ сехете тивĕçнĕ. Мероприятире спортпа туслă, пултаруллă, ĕçчен, социаллă яваплă çемьесене те уйрăммăн палăртса чысланă.  «Çулталăк çемьи» республика шайĕнче ирттернĕ конкурса хутшăнакансем хăйсем патне çакăн пек тимлăх уйăрнишĕн тав тунă. Вĕсем патшалăх тата республика пулăшăвне туйни çинчен хăйсен савăнăçне пытармасăрах пĕлтернĕ.   Тĕплĕнрех



29 ноября 2013
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter