Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан тата ӑшшӑн салам­ланине йышӑнсамӑр!

Пирӗн республикӑра 128 наци ҫынни тата 8 халӑх ушкӑнӗ туслӑн та килӗштерсе пурӑнать. Патшалӑх политики вӗсен сайра тӗл пулакан тата хӑйне евӗрлӗ культурине, чӗлхипе йӑли-йӗр­кине сых­ласа упрама, ҫирӗплетме тата малалла аталантарма майсем туса пама тӗллев тытать.

Чӑваш Ен халӑхӗ мӗн авалтанпах ӑшӑ чунлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, тимлӗ те туслӑ пулнипе паллӑ. Пирӗн ялсенче паян та ҫурт-йӗре пӗ­тӗм халӑхпа ҫӗклеҫҫӗ, уй-хирте те туслӑ ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ. «Йышпа тем те тума пулать» -  тет пирӗн халӑх.

Республикӑра пурӑнакансен пӗрлехи тӑрӑшулӑхне пула Чӑваш Ен тата капӑрланса хитреленет, унӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ вара ҫӗнӗ вӑйпа  тулса хӑватланать.

Малашлӑхра – Шупашкара никӗсленӗренпе 550 ҫул ҫитнине тата  Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗн паллӑ тӑвасси. Ҫак юбилей уявӗсене ирттерме хатӗрленнӗ тапхӑрта эпир тӑван Чӑваш Енӗмӗре тата та илемлӗрех тума пултарассине шанса тӑратӑп. Пирӗн вӑй – пӗр тӗллевпе чӑмӑртанса пӗр­леш­нинче!

Республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах ҫак ҫутӑ уяв кунӗнче ҫирӗп сывлӑх, телейпе ҫураҫу,  ырлӑх тата юрату сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                               М.Игнатьев.                                      

   



03 ноября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter