Чăваш Ен Пçулăхĕ Михаил Игнатьев: « Обществăлла институтсемпе патшалăхăн пĕр шайри партнерсем пек килĕшсе ĕçлесе пымалла»

Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ коммерциллĕ мар организацисен представителĕсемпе тĕл пулнă. Калаçăва пуçличчен, Михаил Игнатьев кун йышши тĕл пулусем обществăна кăсăклантаркан ыйтусемпе йывăрлăхсене эффективлăрах татса пама май панине палăртнă. Вăл çакăн пекех Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ çывхарса килес умĕн мероприятие ирттерни пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Пĕрлĕхре пирĕн халăхăн вăйĕ, тĕнчене хушма вăй, килĕшӳпе ăнлану парса тăрать», - тесе палăртнă республика Пулçлăхĕ. Вăл Чăваш Енре юлашки виçĕ çул хушшинче граждансен обществишĕн пĕлтерĕшлĕ институтсем хута кайнине асăннă. Вĕсем: Обществăлла палата, Ачасем тата Çыннăн, Предпринимательсен  прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйсем. «Патшалăх тата обществăлла институтсем пĕр-пĕринпе пĕр шайри партнерсем пек  пулса, ăнланса килĕштерсе эффективлă ĕçлесе пыраççĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев.   Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов патшалăх влаç органĕсемпе наципе культура пĕрлешĕвĕсен, религи организацисем килĕшсе ĕçлесе пыни çинчен тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Республикинчи коммерциллĕ мар организацисене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин ыйтăвĕсем çинчен Чăваш Енĕн экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин каласа кăтартнă. Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава пухăннисене пурне те çывхарса килекен Халăх пĕрлĕхĕн уявĕ ячĕпе ăшшăн саламланă. «Палăртнă уяв пур халăха, тĕне ĕненекенсене пĕрлештерет. Пурсăмăрăн та пирĕн республика пуласлăхĕшĕн пĕрле ăнланса ĕçлемелле. Çакăн чухне çеç Раççейĕн пуласлăхĕ пысăк пулĕ. Пĕрле эпир тата та вăйлăрах», - тесе каланă сумлă Владыка.  Тĕл пулура Чăваш Республикинчи мусульмансен Духовлă управленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн ертÿçи Альбир-хазрат Крганов муфти, Чăваш Енри Раççей Федерацийĕн юстици министерствин Управленийĕн пуçлăхĕ  Дмитрий Сержантов та калаçнă. Хыççăн уçă калаçу мелĕпе «çавра сĕтел» иртнĕ. Пĕр-пĕрин йывăрлăхĕсемпе ĕçĕсем çинчен сӳтсе явнă. Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева шкулта аслă классенче çемье тăнăçлăхĕ çинчен ятарлă предмета кĕртме ыйтнă. Калаçу хушшинче эрех-сăрапа вылянакансем çинчен те ыйтусене хускатнă. Михаил Игнатьев пурне те усал ĕçсем тăвассинчен спортпа туслашни лайăх çăлса хăварнине каланă. Вăл çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич витĕмĕпе 8 обществăлла проект пурнăçа кĕнине палăртнă. Вĕсенче пирĕн çамрăксем те хутшăннине асăннă. Акă калăпăр, нумаях пулмасть Сочире туризм енĕпе иртнĕ ăмăртусенче республикăн туслă ушкăнĕ çĕнтерӳпе таврăннине палăртнă. Тĕплĕнрех



05 ноября 2013
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter