Тăвай районĕ: "Тав сăмахне" тивĕçнĕ

Иртнĕ эрне кун Чăваш наци музейĕнче Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.

Валентина Андреева министр пуçтарăннисене тỹрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн тав тунă, тивĕçлисене тĕрлĕ наградăсемпе хавхалантарнă. Пирĕн ĕçтеш Валентина Кириллова массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарассине пысăк тỹпе хывнăшăн тата чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Тав сăмахне" тивĕçнĕ.

Кăçал çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă ĕçтешĕмĕре саламласа малăшлăхра та ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунатпăр.



05 ноября 2013
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter