Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Спортпа сывлăх кунне халалласа Чăваш Енрен 50 пин çын физкультурăпа спорт комплексне тӳлевсĕр кĕнĕ

Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен суд йышăнăвĕпе ют çĕр-шывсен Раççейрен кăларса ямалли граждансене усрамалли ятарлă учрежденисен ĕç-хĕлне тивĕçтермелли полномочисене федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсене пама хатĕрри çинчен палăртса хăварнă. Граждансене пăхса тăма ятарласа республикăра учреждени йышăнса, 15 çынна вырнаçтармаллăх Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи участок больници çумĕнче 2012 çулта нарăс уйăхĕнче хута янă. Палăртнă суд йышăнăвĕсем ӳссе пынине кура, граждансене тытса тăмалли вырăнсен хисепне ӳстерме палăртнă. Ют çĕр-шывсенчен 35 çынна вырнаçтармаллăх республикăн ятарлă учрежденийĕнче хальхи самантра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Федераци миграци службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи Управлеийĕн пуçлăхĕ Виталий Черничкин Тутаркассинчи больницăн икĕмĕш хутне УФМС валли администраци пӳлĕмĕсем уйăрма ыйтнă. Алла Самойлова больница çуртĕнче миграци службин ĕçченĕсене вырнаçтарни вырăнсăр пулнине каланă. Сипленме килес текенсемшĕн хăш-пĕр канăçсĕрлетекен ыйтусем сиксе тухма пултарнине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ министр каланă шухăшпа килĕшнĕ. Атлаш тăрăхĕнче пурăнакансен прависене ирĕксĕрлетме юраманнине каланă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин Раççей Федераци Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсем еплерех иртсе кайнин ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Сенатăн Наукăпа вĕрентÿ тата культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче ачасен хушма вĕрентĕвне пулăшмашкăн муниципалитетсене субвенцисем парас пуçарăва ырланă. Экономика енĕпе ĕçлекен комитетра Раççейри промышленноç полтитикине тĕпе хурса парламент итлевĕсем кирлине каланă. Федераци ĕçĕсемпе регионаллă политика комитечĕ, вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсен тата Çурçĕр ĕçĕсен ларăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх сенаторсем Раççей Федерацийĕн Правительствине  ФЦП улшăнусем кĕртме тивĕç е тата «Раççей наци пĕрлĕхĕпе Раççей халăх аталанăвĕн этнокультури» (2014-2020 çулсем) мелĕпе. Çав шутрах Федераци шайĕнче Раççей Федерацийĕн паллă числисене уявласа ирттерме мероприятисене кĕртсе хăвармаллине, вĕсене йĕркелесе ирттерме тăкаксене федераци бюджетĕнчен пĕрлĕхлĕ тĕллевлĕ субсидий йышăнса хăварма е тата «(2012-2018çç). Раççей Культури» ФЦП пурнăçа кĕртнĕ май пăхса тухма палăртнă. Аграрлă ыйтусен тата çут-çанталăкпа усă курас ĕçĕн комитечĕсем йышăнăвĕсем тăрăх, Раççей Федерацийĕн Правительствине çитес çулсенче те ял хуçалăх таварĕсене калăплакансене валли федераци бюджетĕнчен паракан пулăшусене субсидие сыхласа хăварма ыйтса хăварнă.  «Субъект вăхăчĕ» тата ларусен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Федераци Канашĕн Йышăнăвĕ пулать. Вăл ĕç хучĕ Чăваш Республикинчи социаллă экономикăна аталантарма патшалăх пулăшăвне уйăрасси тавра пулĕ. Михаил Игнатьев Федерации Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсем пысăк шайра йĕркелесе ирттернишĕн палăртнă ĕçе хутшăннă мĕн-пур ĕçчешсене пысăк тав сăмахĕ каланă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимовпа спорт министрĕ Сергей Мельников Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче спорт тата культура мероприятийĕсем анлăн иртни çинчен каласа кăтартнă. Калăпăр, культура учрежденийĕсем мĕн-пурĕ 400 мероприяти йĕркелесе ирттернĕ, 92 концерт кăтартнă, вĕсенче 25 пин çын хутшăннă. Чăваш Енре чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Спорт тата сывлăх кунĕ акци иртнĕ, вĕсенче 100 пин çын хутшăннă, 50 пин çын ФСК тӳлевсĕр спорта тухнă. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов уявра халăх пухăнакан вырăнсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулманнине палăртса хăварнă.



05 ноября 2013
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter