Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2013 çул республика бюджетне кĕртнĕ тӳрлетӳсене пăхса тухнă

Чӳк уйăхĕн  5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ, планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи, 2013 çулхи Чăваш Республикин бюджет çинчен калакан саккуне кĕртнĕ улшăнусене пăхса тухнă. Республикăн бюджет çинчен калакан саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн 2013 çулăн бюжечĕ 35424,7 млн. тенкĕпе танлашать. (Малтанласа çирĕплетнинчен 18,4 процент чухлĕ ӳснĕ, е тата  5496,5 млн. тенкĕ, вĕсенчен харпăр хăйĕн тупăшĕ 333,3 млн. тенкĕ, каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ -  5163,2 млн. тенкĕ), тăкаксемпе илсен - 38231,9 млн. тенкĕ (23,6 процент чухлĕ ӳснĕ, е  7295,5 млн. тенкĕпе танлашать). 2013 çулта республика бюджечĕн дефицичĕ 1385,5 млн. тенкĕ чухлĕ чакĕ. Раççей Федераци Правительствин уйрăм йышăнăвĕсемпе килĕшӳллĕн çитес çулта федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар 880,7 млн. тенкĕ пăхса хăварма йышăннă. Вăл шутран бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин виçине ӳстерме хушма тăкак кӳнине кăштах саплаштарма  609,1 млн. тенкĕ (çулталăк пуçланнăранпа  989 млн. тенкĕ), ял хуçалăхне пулăшу кӳме - 132,9 млн. , 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерме субвенци мелĕпе 41,4 млн. тенкĕ, (çулталăк пуçланнăранпа - 807,9 млн. тенкĕ уйăрнă), Федерацин вĕренӳ çинчен калакан тĕллевлĕ програмине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 2011-2015 çулсенче субсиди валли 31,6 млн. тенкĕ пăхса хăварма йышăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ача сачĕсене хута ярассин вăхăчĕсене çирĕп тĕрĕслесе тăрса вăхăтра ĕçе кĕртмеллине, ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлнă ачасене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва та куçран вĕçертмелле маррине асăннă. Ку ĕçсене йĕркелесе ирттерме уйăрнă укçапа вăхăтра тата тĕллевлĕ усă курмаллине каланă. Министрсем Чăваш Республикинчи обязательнăй медицина страхованин Территори фончĕн бюджечĕн 2013 çулхи тата 2014 тата 2015 çулсенчи бюджет саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова кĕртнĕ улшăнусем хыççăн фондăн бюджечĕ 2 процент чухлĕ 9216,9 млн. тенкĕрен 9253,5 млн. тенке çитнине асăннă. Обязательнăй медицина страховани территоринчи программине пурнăçлама 9164,9 млн. тенкĕ - 2 процент чухлĕ ӳсĕ.



05 ноября 2013
12:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter