Стадионсем ялсенче те пулĕç

Кĕçнерни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнче ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерчĕ. Хресченсене тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ ытларах туса илме çирĕп вăй-хал, сывлăх кирлĕ. Ăна çирĕплетме çĕнĕ технологисемпе усă курса тунă стадионсем ялсенче те пулмалла.

Çĕрпÿсем çак тĕллеве федерацин «Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программипе килĕшÿллĕн пурнăçласа Чурачăк салинче савăнăçлă лару-тăрура «Урожай» стадион уçрĕç. «Ăна тума хаклах та мар иккен, - терĕ Михаил Васильевич. - 32 млн тенкĕ те çитрĕ. Стадион пушă тăмастех. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан ытларах та ытларах пулĕ. Вăйлă çын çеç пысăк çитĕнÿсем тума пултарни пуриншĕн те паллă. Çитес 2 çулта çакнашкал 10 стадион хута ярăпăр. Кун пирки Раççей спорт министрĕпе калаçса татăлнă ĕнтĕ».

Ăнăçлă проект хатĕрлесе конкурсра стадион тума ирĕк çĕнсе илнĕ Анатолий Федоров, вăл «Воддорстрой» ООО генеральнăй директорĕ, строительство çĕртме уйăхĕнче пуçланни, куллен 20-30 çын вăй хуни çинчен пĕлтерчĕ. Кунта - футболистсем валли хăтлă лаптăк, чупу çулĕ, хоккей площадки, 500 çын вырнаçмалăх трибуна.

Михаил Игнатьев Чурачăк ял тăрăхĕн пуçлăхне Галина Федотовăна 3 командăна тумлантармалăх хоккей форми туянмашкăн 360 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ.

Спортри çитĕнÿсен малашлăхĕ шкул ачисенче пулнине строительсем аван туяççĕ. Çавăнпах-тăр «Воддорстрой» ООО гендиректорĕ Анатолий Федоров Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекен Диана Моисеевăна символлă уçă парнелерĕ. Диана Михаил Игнатьева стадиона хута яма пулăшнăшăн ялти мĕн пур çамрăк ячĕпе чĕререн тав турĕ, спортпа çывăхрах туслашма, ăмăртусене хастар хутшăнма, вĕсенче пысăк çитĕнÿсем тума шантарчĕ.

Унтан Михаил Васильевич Çĕрпÿ хулинче «Кĕр сăри» уява хутшăнчĕ. Хирти ĕçсем вĕçленсен ял-йыш чăвашăн авалтан пыракан йăлине асра тытса сăра вĕретнĕ, пĕрле пуçтарăнса савăннă. Михайловка ял тăрăхĕнчи клуб ертÿçи Зоя Архипова Çавалхĕрри Кăнашри ĕçтешĕпе Татьяна Прокопьевăпа пĕрле сăра тунă. Зоя Ивановна республика Пуçлăхне çакăн çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Уява 17 ял тăрăхĕ хутшăннă, кашниех кăпăклă та техĕмлĕ сăра хатĕрленĕ. «Авалхи йăла-йĕркепе историсĕр пуласлăх çук», - пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.

Районти ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявĕнче Михаил Васильевич çанталăк 2010 çултанпа хресчен тÿсĕмлĕхне çулсерен тĕрĕслени, кĕтмен йывăрлăхсем кăларса тăратни çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн ен чăнласах теветкеллĕ çĕр ĕç тăрăхне кĕрет. Паллă ăсчахăн Иван Мичуринăн сăмахне аса илни те вырăнлă: «Эпир çут çанталăкран ырлăх кĕтеймĕпĕр, ăна çĕнсе илесси - пирĕн тĕллев», - тенĕ Иван Владимирович.

Юлашки 4 çулта кĕркунне йĕпе-сапаллă пулчĕ. «Кам яваплăха туйса та тăрăшса вăй хурать, ĕççине пур енлĕн те тĕплĕн хатĕрленет, çавă япăх условире те кăтартăва лайăхлатать. Наяннисенчен, паллах, нимĕн лайăххине те кĕтмелли çук, - терĕ Михаил Васильевич. - Раççей ВТОна кĕни сысна тата кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илекенсене япăх витĕм кÿчĕ, анчах ытти отрасль йĕркеллех аталанать. Пĕр килограмм паха сĕт акă 19 тенкĕрен кая мар хакпа сутăнать. Çавăнпа та ĕне йышне чакарма мар, ÿстерме тăрăшмалла».

Çĕрпÿ районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал та йывăрлăхсене пăхмасăр хастарлăхпа палăрчĕç: 37 пин тонна ытла тырă пухса кĕртрĕç. Ку - республикăра чи пысăк кăтарту. 9 уйăхра ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе производство индексĕ 101% танлашнă /республикăра - 87,5%/. Акакан лаптăка та кăçал пĕлтĕрхинчен 10% пысăклатнă. Кăтартусем курăмлă пулсан та Çĕрпÿ ен хресченĕсем шăрăха, каярах çĕр исленсе тăнине пула 35 млн тенкĕлĕх çухату тÿснĕ. «Паллах, çакăнтан хăтăлма пултарнă эпир, - палăртрĕ хăйĕн докладĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов. - Шел, ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем вăхăтра тата тĕрĕс тĕллевсем палăртаймарĕç». Килĕшмелле - кĕтмен инкекре çухалса каясси часах.

Ĕçре хастарлăхпа палăрнисем патшалăх наградисене тивĕçрĕç. 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 ноября 2013
12:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter