Ухманăн хисеплĕ çынни Василий Александров: "Ман патăмра вĕреннисем, вĕсене çуратса ÿстернĕ çынсем тав туни вара темрен те хаклă"

Ухман вăтам шкулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ илсен В.Александров, пĕчĕкрен тимĕр ĕçне юратса пăрахнăскер, Канашри 2-мĕш профессипе техника училищине тимĕрçе вĕренме кĕнĕ. Пĕр хушă вакунсем юсакан заводра ĕçленĕ. Салтак çулне çывхаракан çамрăка Канашри çар комиссариачĕ ДОСААФăн автошкулне вĕренме янă. Часах Василий пакунсем çакнă. Çар службине вăл Хĕвел анăç Украинăра ирттернĕ. Çур çула яхăн çĕршывăн тĕрлĕ облаçĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсене автомашинăпа тыр-пул, пахча çимĕç пухса кĕртме пулăшнă. Командировка вĕçленсен юсав мастерскойĕнче стройран тухнă танксене «сипленĕ». Çарпа политика вĕренĕвĕнчи çитĕнÿсемшĕн командирсемпе начальниксен тавне темиçе хутчен те тивĕç пулнă, класлă специалист пулса тăнă.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан В.Александров районти колхозсемпе совхозсене ял хуçалăх техникипе тивĕçтерекен базăра тăрăшнă. Техника пĕлĕвне ÿстерес, нумайрах пĕлес тĕллевпе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче техник-механика вĕренсе тухнă. Çамрăк специалиста «Сельхозхими» производство пĕрлешĕвĕнче хăрушсăрлăх техникин инженерĕн ĕçне шанса панă. Тăрăшулăхне, пултарулăхне кура ăна районăн патшалăх технадзорĕн инспекторĕнче ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Ленин ячĕллĕ колхозра тĕп инженерăн вырăнĕ пушансан унăн ĕçне Василий Александрович туса пыма тытăннă.

1979 çулта вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн ялти вăтам шкул директорĕ А.Николаев техникăна лайăх ăнкаракан В.Александрова ачасене машина-трактор вĕрентме сĕннĕ. Килĕшнĕ Василий Александрович. Унсăр пуçне вăл черчении, ÿкерÿ тата технологи урокĕсене ирттернĕ. Вăтакас Кибеч вăтам шкулĕнче вĕренекенсене те трактор çÿретессине хăнăхтарма ăна темиçе сехет уйăрса панă.

Шкулăн кустăрмаллă «МТЗ-80» трактор тата «УАЗ-469» машина пур. Шкул пĕтернĕ çĕре ачасем вĕсен тытăмне, вĕсене çÿретме вĕренсе çитеççĕ, çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăнмалли асра çирĕпленсе юлать. Вун саккăр тултарсан тракторист, водитель прависене Алла илеççĕ. Вĕсен хушшинче хĕрсем те пур. Хăйсене вĕрентнĕ Василий Александровича тĕл пулсан сывлăх суннипе пĕрле тав сăмахĕсем те калаççĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ уроксем хыççăн колхозăн пулнă машинăпа юсав мастерскойĕнчехушма занятисем ирттерет. Вăл вĕрентсе пынипе ачасем тимĕрçĕ ĕçне хăнăхаççĕ. Кил хуçалăхĕнчи хатĕр-хĕтĕре унтан-кунтан тĕрткелесе ĕçлеме юрăхлă карта лартаççĕ. Çакăншăн ашшĕ-амăшĕ еплерех хĕпĕртенине Василий Александровича курма, вĕсен тав сăмахĕсене илтме çав тери кăмăллă. Апла пулсан унăн ĕçĕ харама каймасть, вăл вĕрентни çитĕнекен ăрăва пурнăçра кирлĕ пулать.

Василий Александровичăн ĕçри хастарлăхне, çитĕнĕвĕсене хисеп грамотисемпе, тав çырăвĕсемпе хакланă, парне те парса хавхалантарнă.

- Ман патăмра вĕреннисем, вĕсене çуратса ÿстернĕ çынсем тав туни вара темрен те хаклă. Ун чухне вара ĕçĕм хисепре пулни чĕреме иксĕлми савăнăçпа тултарать, малашне тата лайăхрах ĕçлеме вăй-хăват кÿрет,- терĕ ĕç ветеранĕ тата Ухманăн хисеплĕ çынни Василий Александрович Александров.



06 ноября 2013
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter