Тăвай районĕ: иртнĕ уйăхра пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тапхăр валли задачăсем палăртнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ.

Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн республикăри тата федераллă уйрăмĕсен, райцентрти предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Ларăва Владимир Ванерке ертсе пынă, вăлах иртнĕ уйăхра пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тапхăр валли задачăсем палăртнă.

Çавăн пек вăраха ямасăр татса памалли тĕллевсен шутне 2012 çулшăн транспорт, пурлăх тата çĕр налукĕсем пухассине кĕртнĕ, вĕсене тÿлемелли срок 2013 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче тухать. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку тĕлĕшпе районсем хушшинчи налук инспекцине пулăшма, налуксене туллин пухассине тивĕçтерме хушнă.

Халĕ пурнăçламалли ĕçсен шутне çавăн пекех муниципаллă çулсем тăвассипе вĕсене пăхса тăрасси, нумай ачаллă çемьесемпе тăлăх-турат ачасем валли пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси, ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пушара хирĕçле мероприятисем ирттересси, çурхи шыва кăларакан пăрăхсене тасатса хатĕрлесси, контейнерсенчи çÿп-çапа турттарса тухасси тата хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ свалкăсене пĕтересси, ялсене комплекслă компактлă застройка тумалли программăна хутшăнма документсем хатĕрлесси. Поселени пуçлăхĕсен асăннă требованисене пурнăçлама мерăсем йышăнмалла.

Çак эрнере “Тăвай-Кайпăç-Киччĕ” çула юсассипе тата çавăн пекех нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене юсассипе тата ĕçе кĕртессипе çине тăрса ĕçлемелле.

Администраци пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Владимир Шакров Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитсе пынине уявлассипе çыхăннă çитес эрнере туса ирттермелли мероприятисен планĕсем çинчен пĕлтернĕ.

Организаципе контроль ĕçĕн тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Алина Титова универсаллă электронлă карттă илмелли условисемпе паллаштарнă.

Социаллă аталанупа архив ĕçĕн пай начальникĕ Наталья Чайкина кăçалхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕнче СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана халалласа иртекен творчество каçне хастар хутшăнма чĕнсе каланă. Вăл 18 сехетре пуçланать.

Районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи 10 уйăхра преступленисем тăвасси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 14,5 процент чакнă. Çав вăхăтрах çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен шучĕ чылай ÿсни пăшăрхантарать.

Районти больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова халăха диспансеризаци тăвассипе республикăра чи лайăххисенчен пĕри шутĕнче пулнине палăртнă (планланин 81,4 процент). Çавăн пекех ачасене диспансеризаци тăвасси тата çитĕннисемпе ачасене грипран сыхланса вакцинаци тăвасси малалла пырать.

Ларура çавăн пекех хăйсен ĕçĕсем çинчен Тăвайри газ участокĕн начальникĕ Владимир Семенов, “Энергосеть” ООО директорĕ Геннадий Сергеев тата районти Пенси фончĕн управленийĕн начальникĕ Лилия Яковлева каласа панă.

Район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.

(Хамăр инф.).



06 ноября 2013
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter