Хăруш инкекрен яланах сыхă пулмалла

Терроризма хирĕç кĕрешесси — патшалăхăн тата обществăн тĕп тивĕçĕ, мĕншĕн тесен çак хăрушă инкекре чылай çыннăн пурнăçĕ татăлать е вĕсем ĕмĕрлĕхе сусăрланса юлаççĕ.

Террористсем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама хистесе обществăна витĕм кÿресшĕн. Вĕсен акчĕсене хирĕç тăрассипе, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн сотрудникĕсем ятарласа хатĕрленĕ планпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ.

Граждансен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем информаципе пропаганда ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çын йышлă çÿрекен, массăллă мероприяти иртекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ.

Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе тăтăшах хăна çурчĕсенче, общежитисенче, ют регионтан килнĕ çынсем вăхăтлăх чарăнакан вырăнсенче тата хăрушлăх кăларса тăратакан ытти объектсенче пулса тĕрĕслев ирттереççĕ.

Енчен те киревсĕр актсем тума шутлакан çынсем çинчен мĕнле те пулин хыпар илтсен – пĕр тăхтаса тăмасăр районти шалти ĕçсен пайне 02 телефонпа шăнкăравлăр.



06 ноября 2013
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter