Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе асăрхав ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси конструктивлăрах пулса пыни куç кĕретех

 Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тĕрĕслевпе асăрхав тупăшлă  ĕçленине тĕрĕслекн ведомствăсен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕн канашĕн Ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев кăçалхи çул 9 уйăх хушшинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче 1202 тĕрĕслевпе асăрхав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернине палăртнă, вĕсенчен 757 -шне планпа пăхса хăварнă тăрăх йĕркеленĕ, 445-шне плансăр тĕрĕслесе тухнă. Пĕтĕмĕшле палăртнă ĕçсенчен çуррине яхăн Чăваш Республикин Прокуратурине тăратнă.  Должноçре тăракан çынсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен администрацийĕсем çине 230 административлă майпа штраф хунă, пурĕ 1,95 млн. тенкĕ укçа тӳлеттернĕ. Штрафсене ытларах Чăваш Енри УФАС тӳлеттерме йышăннă, вĕсем палăртнинчен 40 процента çити, ГИБДД -15 процент, МЧСăн Чваш Республикинчи управлени -15 процент, прокуратура ĕçченĕсем 9 процент чухлĕ йышăнаççĕ.  Юлашки вăхăтра ял поселенийĕсенче патшалăх заказĕсене ирттернĕ чух конкурс ĕçне пăснă тĕслĕхсем тупăнни пăшăрхантарать.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял поселенийĕсем ирттернĕ конкурссем чăннипех те çителĕксĕр кирлĕ пек шайра иртменнине асăннă, тен çавăнпа та пулĕ район администрацийĕсенче йĕркелесе ирттерме сĕнсе хăварнă. Ытларах пысăк строительсто ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ чух кăлтăксем сиксе тухни сисĕннине палăртнă канашлăва хутшăннисем. Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе еплерех çыхăнса ĕçленин 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем çинчен Прокуратура, Росприроднадзор, Россельхознадзор, Ростехнадзор представителĕсем тĕплĕн чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев çӳлерех асăннă ведомствăн комисси ĕçĕ хăйне евĕр кăтартусем панине палăртнă. Пĕр-пĕрине тӳрремĕн курнăçса калаçни тепре чухне ытларах та пулăшу кӳнине каланă.  Пĕлсех тăмалла, çав вăхăтрах вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсенчен Раççей сакуннĕпе килĕшсе пăхса хăварнă йĕркесенчен пăрăнма нимĕнле сăлтав та çуккине тепĕр хут аса илтернĕ.  Паллах, нумай чухне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем кăлтăксене пĕтерме методика тĕлĕшĕнчен пулăшусем кĕтеççĕ, анчах та малашне пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме ĕç хутне çирĕплетсен аван пулнă пулĕччĕ тесе çирĕплетнĕ пухăннисем. Тĕплĕнрех



06 ноября 2013
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter