Пĕрлĕх кунĕ - савăнăçлă та усăллă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен суд йышăнăвĕпе ют çĕр-шывсен Раççейрен кăларса ямалли граждансене усрамалли ятарлă учрежденисен ĕç-хĕлне тивĕçтермелли полномочисене федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсене пама хатĕрри çинчен пĕлтернĕ.

Республикăн 15 çынлăх çав учрежденине Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи участок больницин никĕсĕ çинче пĕлтĕрхи нарăсра йĕркеленĕ. Судсен ют çĕр-шывсен гражданĕсене тата гражданлăхсăр çынсене Раççейрен кăларса ярассипе çыхăннă йышăнăвĕсен шучĕ ÿсесси паллă, çавна май унашкал çынсене усрамалли вырăн та ытларах кирлĕ пулать. Асăннă учреждение 35 çын валли тăвас тĕллевпе унта халĕ юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Унсăр пуçне ФМСăн республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Черничкин Тутаркассинчи больницăн иккĕмĕш хутне те УФМСа пама ыйтнă - унта администраци пÿлĕмĕсем вырнаçĕç. Алла Самойлова палăртнă тăрăх - халĕ ятарлă приемник уйрăм çуртра вырнаçнă, миграци службин ĕçченĕсем больницăри пÿлĕмсене йышăнни сиплев учрежденине пыракансене чăрмантарĕ. Михаил Игнатьев министр майлă пулнă, поселокра пурăнакансен интересĕсене хĕстерме юраманни çинчен каланă.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин Чăваш Республикин РФ Федераци Канашĕнчи кунĕсем мĕнле иртни çинчен пĕлтернĕ. Сенатăн Наукăпа вĕрентÿ тата культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче ачасен хушма вĕрентĕвне пулăшмашкăн муниципалитетсене субвенцисем парас пуçарăва ырланă. Экономика политики енĕпе ĕçлекен комитетра промышленноç политикине халалланă парламент итлевĕ ирттерме йышăннă. Федераци йĕркелĕвĕпе регион политики енĕпе ĕçлекен комитетра тивĕçлĕ программăсене РФ субъекчĕсемшĕн паллă кунсене федераци шайĕнче уявлассине кĕртмешкĕн Правительствăна сĕнÿпе тухасшăн. Аграри комитетĕнче ял хуçалăхне федераци бюджетĕнчен малашне те субсидипе пулăшассине упраса хăварма сĕнесшĕн.

Çак ларусен тата «Субъект сехечĕн» кăтартăвĕсем тăрăх Федераци Канашĕн «Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне патшалăх енчен пулăшасси çинчен» йышăнăвне кăларĕç, унта профиль комитечĕсен анлă ларăвĕсенче тунă тата РФ Правительствине тишкерме сĕннĕ йышăнусем кĕрĕç. Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн сенатри кунĕсем йĕркелÿ енĕпе çÿллĕ шайра иртнине палăртнă, ăна ирттерме хутшăннисене тав тунă.

Культура тата спорт министрĕсем Вадим Ефимовпа Сергей Мельников Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче иртнĕ культура тата спорт мероприятийĕсем çинчен каласа панă. Культура учрежденийĕсем 400 ытла мероприяти, 92 концертпа фольклор уявĕ ирттернĕ, вĕсене 25 пин çын пырса курнă. Тунти кун çавăн пекех Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунĕ пулнă - акцие 100 пин ытла çын хутшăннă. Çав кун тÿлевсĕр ĕçленĕ ФСКсене 50 пин ытла çын пынă. ШĔМ ертÿçи Сергей Семенов массăллă мероприятисенче йĕркене, саккуна пăснă тĕслĕхсем пулманни çинчен пĕлтернĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 ноября 2013
12:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter