Пĕр çемьери пек пурăнасчĕ

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн республикăра вун-вун мероприяти пулчĕ. Общество организацийĕсемпе вĕренÿ заведенийĕсем те унран аякра пăрăнса юлмарĕç.

Вĕсенчен пĕлтерĕшлĕреххи, манăн шухăшăмпа, - Пĕтĕм Раççейри Ас тăвăм урокĕ. Шкулти яланхи занятирен вăл кăшт урăхларах формăпа пуçланнă, уншăн, паллах, хаклав палли лартман. Шкулсенче çав кун диспутсем, «çавра сĕтелсем», викторинăсем, брейн-рингсем, консультацисем, музейсем вĕренекенсем валли экскурсисем йĕркеленĕ. Социологи ыйтăмĕсем тăрăх - Раççейре пурăнакансенчен пысăк пайĕ, ачасем кăна мар, çĕнĕ уявăн пĕлтерĕшĕпе ăна патшалăх уявĕн шутне мĕншĕн кĕртнине ăнлантарма пултараймасть. Çавăнпа пĕрлех ашшĕ-амăшĕн «пĕлменлĕхне» пĕтерме пулăшнă.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне пуçласа пирĕн çĕр-шывра 2005 çулта палăртнă. Кăçал Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ырă йăлапа тăххăрмĕш хут çĕр-шывăн тĕп хулинчи Хĕрлĕ лапамри Мининпа Пожарский палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. 1612 çулта ополченин пысăк отрячĕпе Мускава Польша интервенчĕсен пусмăрĕнчен хăтарнипе çыхăннă-çке асăннă уяв.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿкĕн пĕрремĕшĕнче республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ коммерциллĕ мар организацисен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. «Çакăн пек тĕл пулусенче обществăна хумхантаракан ыйтусене тишкереççĕ, вĕсен хуравĕсене шыраççĕ. Малашнехи çул-йĕре палăртаççĕ, - терĕ Михаил Васильевич ăна уçнă май. - Эпир паян пĕрле пухăнни те питĕ пĕлтерĕшлĕ: пирĕн халăхăн вăйĕ - пĕрлĕхре. Çак вăйпа çутă тĕллевсене пурнăçлама усă курасчĕ, вăл тăнăçлăха, килĕшÿлĕхе, ыр кăмăллăха упраса тăтăр». Чăваш Ен Пуçлăхĕ юлашки виçĕ çулта пирĕн республикăра обществăн темиçе институтне - Общество палатине, Ачасен, Этем тата Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсен институчĕсене - йĕркеленине палăртрĕ: «Общество институчĕсемпе патшалăхăн пĕр тан прависемлĕ партнерсем пулмалла, пирĕн патра çак çыхăну çирĕп».

Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов республикăри тата унăн тулашĕнчи наци-культура пĕрлешĕвĕсемпе тĕн организацийĕсем патшалăх влаçĕн тытăмĕсемпе мĕнле çыхăнса ĕçленипе, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин ведомство коммерциллĕ мар организацисене социаллă проектсене пурнăçлама мĕнле пулăшнипе паллаштарчĕ. Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава владыка Раççейĕн пурне те пĕрлештерекен сумлă уявĕпе саламларĕ: «Пĕрлĕх кунĕ - турра ĕненекенсемшĕн тата ĕненменнисемшĕн пĕрле пĕтĕçтерекен, тăванлăх туйăмĕпе çыхăнтаракан уяв. Кашнийĕнех республика аталанăвĕшĕн, ыранхи ырă куншăн пĕр тĕллевпе ĕçлемелле, çавăн чухне кăна Раççей вăйлă, çĕр çинче тăнăç пулĕ». Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн ертÿçи Альбир-хазрат Крганов муфти те çак шухăшлă: «Чăваш Енре 128 тĕрлĕ наци çынни пĕр çемьери пек килĕшÿре пурăнать. Çапла пулĕ те...»

«Çавра сĕтел» шайĕпе иртнĕ уçă калаçура сăмах илекенсем хăйсем ертсе пыракан общество организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕç. Сĕнÿ те сахал мар пулчĕ. Сăмахран, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева аслă классенче вĕренекенсем валли çемье хутшăнăвĕсем çинчен калакан урок кĕртме сĕнчĕ, ЧНК вице-президенчĕ Петр Ивантаев шухăшĕпе - алкоголизмпа пуçарнă кĕрешĕвĕн витĕмне малашне те чакармалла мар. Тата ытти те.

Тĕл пулăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарăвĕпе пирĕн республикăра 8 проект пурнăçланнине пĕлтерчĕ. Вĕсене пурне те халăхсен хушшинчи тăнăçлăха, лăпкăлăха, килĕшÿлĕхе çирĕплетме йĕркелеççĕ.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа республикăри хуласемпе районсенче те уяв мероприятийĕсем иртнĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 ноября 2013
12:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter