Республика бюджетне тÿрлетÿсем кĕртнĕ

Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014, 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырланă.

Тăратнă саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăн 2013 çулхи бюджечĕн уйрăмлăхĕсем çакăн пек: тупăшсем тăрăх - 35424,7 млн тенкĕ /малтан çирĕплетнĕ тупăшсем тĕлне ÿсĕм 18,4% е 5496,5 млн тенкĕ, çав шутра харпăр хăйĕн тупăшĕсем тăрăх - 333,3 млн тенкĕ, килнĕ çăл куçсем тăрăх - 5163,2 млн тенкĕ/, тăкаксем тăрăх - 38231,9 млн тенкĕ /ÿсĕм 23,6% тата 7295,5 млн тенкĕ/. Республикăн 2013 çулхи бюджечĕн дефицитне 1385,5 млн тенкĕ чакарма сĕннĕ, тÿрлетнине шута илсе 2807,2 млн тенкĕ тесе палăртнă.

РФ Правительствин тĕрлĕ йышăнăвĕ тăрăх федераци бюджетĕнчен 880,7 млн тенкĕ килмелле. Çав шутра бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстермелли хушма тăкаксен пĕр пайне саплаштарма - 609,1 млн тенкĕ /çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе - 989 млн тенкĕ/; ял хуçалăхне пулăшма уйăракан субсидисем -132,9 млн тенкĕ; Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме паракан субвенцисем - 41,4 млн тенкĕ /çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе - 807,9 млн тенкĕ/; Федерацин вĕренĕве 2011-2015 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программин мероприятийĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшма уйăракан субсидисем - 31,6 млн тенкĕ тата ытти те.

Михаил Игнатьев шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен çурчĕсене тумалли сроксене пăхăнни, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни, çак тĕллевсемпе уйăрнă укçа-тенкĕпе вăхăтра усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Министрсем çавăн пекех «Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн 2013 тата планпа пăхнă 2014, 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккуна улшăнусем кĕртессине ырланă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх - улшăнусем кĕртнине шута илсен фонд бюджечĕн тупăшĕсемпе тăкакĕсем 2% ÿсеççĕ, 9216,9 млн тенкĕ тата 9253,5 млн тенкĕ пулаççĕ.

Фонд бюджечĕн тупăшĕсене Федерацин обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕн бюджетĕнчен килнĕ трансфертсене /151,5 млн тенкĕ/ кĕртнĕ. Республика бюджетĕнчен обязательнăй медицина страхованийĕн территорири программине пурнăçлассине хушма укçа-тенкĕпе тивĕçтерме /васкавлă медицина пулăшăвĕн тăкакĕсем енĕпе/ яракан трансфертсен калăпăшĕ 26,5 млн тенкĕ ÿснĕ. Обязательнăй медицина страхованийĕн территори программине пурнăçлама каякан тăкаксем 9164,9 млн тенкĕпе танлашаççĕ, 2% ÿсеççĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 ноября 2013
12:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter