Чăваш Республикинчи ШĔМ волейболпа ирттернĕ уçă турнирĕнче Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администраци ушкăнĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ

Чӳк уйăхĕн 5-6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин волейболпа уçă турнирĕ иртнĕ. Малтанласа ирттернĕ ăмăртусенче хăйсен ушкăнĕнче Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди пуринчен те 2:0 шутпа выляса илсе, пĕрремĕш вырăна тухнă. Вăйĕсенче пĕрин хыççăн теприне хыçа хăварма пултарнă. Вĕсем: МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп Управление, Раççей Федерацийĕн Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ, Раççей Федерацийĕн Федерацин Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕпе тата Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ. Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ финал ăмăртăвĕнче республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ушкăнĕ пĕртен-пĕр Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствине çеç выляса яма пултарнă, хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. Хĕрӳ тупăшура турнирăн хуçисем 3:2 шутпа пирĕн ушкăнран выляса илнĕ.

 



07 ноября 2013
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter