Красноармейский районĕ: пуласлăх — çамрăксенче

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Красноармейски вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче Трак енри актив шкулĕ ĕçленĕ. Унта Красноармейски, Трак, Упи, Еншик Чуллă тата Алманч вăтам шкулĕсенчи пултаруллă хĕрсемпе каччăсем, студентсем, хамăр тăрăхри обществăлла пĕрлешÿсен яш-кĕрĕмĕ — пĕтĕмпе 80 çынна яхăн — хутшăннă.

Актив шкулĕн тĕллевĕ —хамăр тăрăхри вĕренекен тата ĕçлекен çамрăксем хушшинче активлă та талантлă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене тупса палăртасси. Вĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем туса хатĕрлеме, каярах ĕçе кĕртме пулăшасси малти вырăна тухса тăрать. Çакă районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕнче хăйне май вырăн йышăнĕччĕ.

Актив шкулĕн занятийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тухса калаçнă. Андрей Владимирович çакăн евĕр пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пысăка хурса хакланă. Юлашки вăхăтра хамăр тăрăхра çамрăк специалистсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе ентешсене — аслă шкулсен тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсен юлашки курсĕсен студенчĕсене — стипендисем пама пăхнă. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран паракан стипендине (ултă номинаципе) парас тĕлĕшпе (ăна çитес çултан уйăхсерен параççĕ) халĕ конкурс пырать. Актив шкулĕн занятийĕнче ЧР Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ А. Львов, РФ çамрăксен тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ Д. Щепелев, Шупашкар хулин пуçлăхĕн канашçи А. Чубуков, Чăваш Енри симĕссисен "Эка" юхăмĕн ертÿçи А. Воробьев (пирĕн районта симĕссисен "Эка" юхăмĕн ертÿçи пулма Красноармейскинчи вăтам шкулти К. Евгеньева çирĕплетрĕç), район администрацийĕн çамрăксем енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист эксперчĕ А. Ефимова, ыттисем тухса калаçнă.(С. Самсонов)



07 ноября 2013
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter