Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ сотрудникӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Обшествӑри социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика тӑнӑҫлӑхӗ, ӑна преступла тапӑнуран хӳтӗлес лару-тӑру, ҫынсем малашлӑхалла шан­чӑклӑн пӑхни ытларах чухне полицин лайӑх ӗҫӗнчен килет.

Чӑваш Енри патшалӑх влаҫӗн, право сыхлавӗн органӗсем тата об­щество организацийӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫленине пула республика территорийӗнче преступлени тӑвассин шайӗ чакас туртӑм па­лӑрать.

Ҫивӗч ыйтусене гражданла эксперт пӗрлӗхӗсене анлӑн явӑҫтарса тӗрлӗ вырӑнта уҫҫӑн та тӗплӗн сӳтсе явни хӑрушлӑхсене вӑхӑтра сирме пулӑшать.

Республикӑри хуласемпе районсенче право йӗркине тивӗҫлипе тытса тӑрасси ҫине «Хӑрушлӑхсӑр хула» программа шайӗнче ӗҫе кӗртекен хальхи вӑхӑтри техника хатӗрӗсемпе усӑ курни ырӑ витӗм кӳрет. Ҫакӑ обществӑлла вырӑнсенчи тата ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва шанчӑклӑн тӗрӗслесе тӑма май парать.

Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин пӗтӗм йышӗ  саккунлӑха тата обществӑри йӗркелӗхе, граждансен прависемпе ирӗк­лӗ­хӗсене хӳтӗлес ӗҫре хӑйсен служба тивӗҫне малалла та чыслӑн пурнӑҫласа пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Хӑйсен пуян опытне полицейскисен ҫамрӑк ӑрӑвне паракан право сыхлавӗн органӗсен ветеранӗсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, кулленхи служба ӗҫӗнче ӑнӑҫусем, чун ҫирӗп­лӗхне­, телей  тата  ырлӑх сунатӑп.  

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                       М. Игнатьев.



08 ноября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter