Чăваш Республикине Раççей Император Çурчĕн Пуçлăхĕ Унăн Император Высочестви Аслă Княгиня Мария Владимировна Государыня ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕсенче Чăваш Республикине Раççей Император Çурчĕн Пуçлăхĕ Унăн Император Высочестви Аслă Княгиня Мария Владимировна Государыня ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Сумлă хăнана Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов кĕтсе илнĕ.

Вăл Мария Шестовăн вил тăприйĕ шутланакан вырăнта (унта кăçал икĕ уйăха яхăн шырав ĕçĕсем ирттернĕ), Введени кафедра соборĕнче, «Булгар» мечĕтре пулса курнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.  «Çĕнтерӳ» асăну паркĕнчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ умне чечексем хунă. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс-конференци йĕркеленĕ.

Аса илтеретпĕр: Романовсен династийĕнчи пĕрремĕш патшан Михаил Федоровичăн кукамăшĕн Мария Шестовăн вил тăприне тупас тĕллевпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче археологи шырав ĕçĕсем пуçланă. Тупнă вил тăприсенчи шăмăсене Шупашкарти арçынсен çветтуй Троица мăнастирне упрама панă, каярахпа вĕсене антропологсем тĕпчĕç. Хальхи вăхăтра çак ыйтупа Археологи институчĕпе тата Раççей наукăсен академийĕн Этнологипе антропологи институчĕпе калаçса татăлас ĕç пырать.



08 ноября 2013
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter