Предпинимательсен ĕçĕ хĕлĕнче тата пурнăç пахалăхĕн шайне улăштарассинче информаци технологийĕсемпе усă курас ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев предпринимательство ĕç-хĕлне, пурнăç условийĕн шайне лайăхлатас енĕпе информаци технологисемпе усă курассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвне видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ. Асăннă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курас ĕçре информаци технологийĕсеме усă курни граждансен пурнăç условине, предпринимательсен ĕç-хĕлĕнче пысăк пулăшу пулнине каланă. «Кун йышши ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – патшалăх пулăшăвĕсемпе анлăрах усă курма ирĕк парасси, коррупци тăвассинчен сиресси. Пирĕн граждăнсемпе калаçма уçă мел шырасси. Кун пек чухне патшалăх вырăнĕнче «Электронлă правительство» тухса тăрать. Ку ĕçре пĕрлĕх кирлĕ», - тесе каланă Дмитрий Медведев. Хăйĕн сăмахĕнче федераллă, регионаллă, муниципаллă влаç органĕсенче граждансене электронлă майпа патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси ĕç кирĕ пек шайра пулса пыманнине асăнса хăварнă. Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров 2012 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекн органсенче пулăшу илме пынă çынсенчен  ĕç хучĕсем влаç органĕсенче пĕтĕмпех пур пулсассăн, информацие ыйтмалла маррине палăртнă. Чиновниксен хăйсен кирĕ ĕç хучĕсене СМЭВ формипе пуçтарассипе ĕçлемеллине палăртнă. Çынсен хăйсем çинчен çирĕплетекен документсене çеç (паспорт, водитель прави тата ыттисем те пурĕ вĕсен хисепĕ 19) харпăрхăйĕн кăтартмалла. Паянхи саманара хутпа ĕçлесе пырасси кая юлĕ, пĕтĕмпех ĕçе электронлă майпа пурнăçлама тăрăшмалла. Палăртнă ĕçпе СМЭВ усă курассин хисепĕ 63-рен (2010-2011 çулсенчен) хальхи самантра 7 пине çитнĕ. Раççейри 1000 пурăнакана вăтамран патшалăх пулăшăвĕсемпе электрон мелĕпе усă курасси 91 çырнна тивет. Унсăр пуçне граждансем хăйсем тĕллĕн электронлă мелпе патшалăх пулăшăвĕ Пĕрлĕхлĕ порталĕнче (www.gosuslugi.ru) пулăшусемпе усă курма пултараççĕ. Николай Никифоров сăмахĕсем тăрăх, паянхи кунччен электрон мелĕ çине массăлла куçарассипе ĕçлесе пынă пулсан, малалла пулăшăвăн пахалăхĕ, тата унпа усă курассине анлăрах сарассипе тата меллĕ ĕçлеме вĕрентесси çине тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Чăваш Енре хальхи вăхăтра патшалăх тата муниципаллă пулăшăвĕсем  электрон формипе 69 ĕçе пурнăçа кĕртнине каланă. (Вĕсенчен 42-шĕ патшалăх, 27-шĕ муниципаллă пулăшăвĕсем). Унсăр пуçне граждансем хăйсем тĕллĕн патшалăх пулăшăвĕ Пĕрлĕхлĕ порталĕнче  (www.gosuslugi.ru) электрон мелĕпе усă курса ĕçлеме пултараççĕ.  Чăваш Ен Информаци политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул чӳк уăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне патшалăх пулăшăвĕ Пĕрлĕхлĕ порталĕнче республикăра пурăнакан 36,5 пин çын регистрациленнĕ, 3 процентпа танлашать. Ытларах паян ГИБДД штрафне, налог тата пенси енĕпе çыхăннă ĕçсене йĕркелесе ирттернĕ чух тата загранпарспорт илес ĕçре усă кураççĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене Михаил Игнатьев хуравланă май, паян чиновниксен СМЭВ формипе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Палăртнă ĕçĕн витĕмлĕхĕ граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессинче  бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курма хистет, информаци технологине аталантарма уйăрнă тăкакпа кирлĕ пек ĕçлеме вĕрентет», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.  Тĕплĕнрех



08 ноября 2013
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter