Наци библиотекинче "Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ: 20 çул" курав ĕçлет

 Наци библиотекинче "Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ: 20 çул" курав ĕçлет.

Унта çĕршывăн Тĕп Саккунĕн кун-çулĕпе паллаштаракан экспонатсем вырнаçтарнă. Куравра хăйне евĕр япала та сахал мар. Тĕслĕхрен: Конституци çинчи автограф. Ăна Тĕп саккунăн авторĕсенчен пĕри Сергей Шахрай (хальхи вăхăтра вăл РФ Шут палатин аппарат ертÿçи) ЧР Паташалăх Канашĕн аппарачĕн ертÿçине Анатолий Ухтиярова парнеленĕ. Çавăн пекех сайра тĕл пулакан кĕнекесем: пĕр тăван Таланцевсен килти вулавăшĕнче упраннă Б.Глинскин "Борьба çа конституцию. 1612-1861 гг." (1908) кĕнеки тата Конституцин чи малтанхи тексчĕ пичетленнĕ М.Фонвизинăн "Обозрение проявлений политической жизни в Росси" (1907) кăларăмĕ. Куравра Чăваш Ен Конституцийĕн 1926 тата 1937 çулсенче кун çути курнă экземплярĕсемпе, РФ президенчĕсене халалланă брошюрăсемпе, патшалăх влаçĕн электрон докуменчĕсемпе те паллашма пулать.

Е.АНДРЕЕВА.



08 ноября 2013
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter