Кун йĕркинче - республикăра пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерес ыйту

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика территорийĕнче «Таса шыв» федерацин тĕллевлĕ программи еплерех пурнăçа кĕрсе пыни ыйтупа канашлу ирттернĕ. Кăткăс ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, проектировщиксем, хăш-пĕр подрядлă организацисен ертӳçисем тата ыттисем те, камсем программăна пурнăçлассипе ĕçе хутшăннисем пухăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче «Таса шыв» тĕллевлĕ программăна пурнăçласа пысăк объектсем хута ярассипе ĕçсем пынине асăннă, анчах та уйрăм ял тăрăхĕсенче пурнăçланакан ĕçсем кăмăла питех кайманнине те асăннă. «Должноçре тăракан çынсем ĕç хучĕсене пĕтĕмпех кирлĕ пек йĕркелесе çитернĕ, укçи-тенкине те куçарса панă,  çапах та ял халăхĕ таса шывпа паянхи кун та усă курмаççĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  Палăртнă ĕçе Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Шăмăршă, Патăрьел  районĕсенче тата Çĕрпӳ хулинче вăраха тăснă. Асăннă районсемпе хуласенче проект хатĕрлекенсемпе администрацийĕсен пуçлăхĕсен отчетне итленĕ. Шывпа çыхăннă ĕçсен проект документацийĕсене пахалăх енчен начар хатĕрленине, ăна пула хушма ĕçсем йĕркелесе ирттерме тăкак тӳснине каланă. Проектсем хатĕрлекенсем ĕçе Раççей территорийĕсенче усă курман оборудованийĕсемпе технологисене усă курни куç кĕретех сăлтавсăр пулнине асăннă. Юлашкинчен тата объекта хатĕрлесе çитерсен те вĕсемпе усă курма пĕлекен специалистсем çукки хăш-пĕр кăлтăксем кăларса тăратнине палăртса хăварнă канашлăва хутшăннисем. Михаил Игнатьев проектпа-смета ĕçĕсене çĕнĕрен пăхса тухма çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă. Канашлура кашни объектпах конкретлă сĕнӳсем йышăнса хăварнă. Районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене «Таса шыв» ФЦП пурнăçланакан объектсене Çĕрпӳ хулинче, Йĕпреç поселокĕпе Шăхазан салинче çулталăк пĕтнĕ тĕле ĕçе кĕртме сĕнсе хăварнă. Шыв тарифĕсем еплерех йĕркеленни ыйту тавра Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи  Альбина Егорова калаçнă. Канашлура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче шывпа тивĕçтермеллин ĕçĕн схемине çирĕплетме, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене 2014 çул çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен тариф улшăнăвĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе ĕç хучĕсене  пĕтĕмпех йĕркелесе çитерме сĕннĕ. Паянхи канашлура шывпа çыхăнă объектсен проекчĕсене хатĕрленĕ чух самай кăлтăксем пулни, малашнехи ĕçре тăкак кӳнине асăннă. Вĕсемсĕр пуçне тата çитменнине шывпа тивĕçтерекен организацийĕсен ертӳçисем пĕлтернĕ тăрăх, управляющий компанийĕсем пысăк парăма кĕрсе ӳкнĕ имĕш. Михаил Игнатьев ресурссемпе тивĕçтерекенсене перекетлеме май паракан технологийĕсене усă курма тата парăмсем пур çынсемпе тăтăшах тĕл пулса эффективлă ĕçлесе пыма сĕннĕ. «Енчен те лавккара тавар туянас пулсан, эпир çийĕнчех уншăн тӳлесе хăваратпăр. Шыв та тавар шутĕнчех, унпа усă куракансене те çавăн пекех çийĕнчех тӳлеттерме тăрăшмалла», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ.    Тĕплĕнрех



08 ноября 2013
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter