Приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлассипе ĕçлекен канашăн ларăвне Михаил Игнатьев ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессине пăхса тăракан канашăн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял-хуçалăх министрĕ Сергей Павлов 2013-2020 çулсенче Чăваш Республикинче ял хуçалăхне аталантарас тата ял хуçалăх таварĕсене пăхса тăрассипе ĕçлекен Патшалăх программине пурнăçласа Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе çыхăннă ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.   Министр палăртнă тăрăх, республикăри хăш-пĕр районсенче асăннă кăтартусемпе лару-тăру айван пулнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ,  министр асăннă районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене критиклесе илнĕ. Выльăх шутне тата сĕт-çу производствин калăпăшне ӳстерме тĕрлĕ мерăсем йышăнса хăварма кирлине палăртнă. 2013 çулта «Сывлăх аталанăвĕ» Приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Богданова тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикинче «Вĕренӳ» енĕпе приоритетлă наци проекчĕ еплерех пурнăçа кĕнин ыйтăвĕпе Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин  министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов калаçнă. «Раççейри граждансене хăтлă кил-çуртсем»  Приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланнă ĕçсем çинчен Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Александр Герасимов паллаштарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă çуртсене куçарас ыйту çине тимлĕх уйăрнă. Кунсăр пуçне, çамрăк çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту та Пуçлăха канăçсĕрлетнĕ. «2013 çул валли йышăннă строительство ĕçĕсен кăтартăвĕ республикăра пĕтĕмпех пурнăçланма кирлĕ. Пур-пĕрех графикран юлса пыракан районсем çав-çавах пур-ха. Çитес çула лайăх кăтартусеме кĕрес тесен, мĕн-пур мерăсене пĕтĕмпех йышăнма тăрăшăр», - тесе сĕнӳ панă Михаил Игнатьев районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене. Тĕплĕнрех



10 декабря 2013
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter