Театра халалланă пурнăç

Чăваш Енре культурăпа искусствăри инноваци проекчĕсен Республика Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илмелли конкурс иртнĕ. Унта пирĕн районти культурăпа кану центрĕ те хăйĕн проекчĕпе тухнă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.Акă культурăпа кану центрĕн тĕп методисчĕ Л.Константинова «Театра халалланă пурнăç» проект хатĕрленĕ. Вăл хамăр ентешĕн – Хитекушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Чăваш Ен тата Раççей халăх артисчĕн Борис Семенович Марковăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса парать. Б.С.Марков чаплă та кăткăс пурнăç çулне утса тухнă, Чăваш музыка театрне йĕркелессишĕн пĕтĕм чун-хавалтан тăрăшнă. Чăвашсен пирвайхи «Шывармань» наци опери, «Евгений Онегин» опера – акă мĕн тери тĕлĕнмелле пысăк пултарулăх ĕçĕсене хайланă ентешĕмĕр. Вĕсене сцена çине кăларма вăл артист-профессионалсене те, харпăр тĕллĕн ĕçлекен студисене те хутшăнтарма майсем тупнă. Б.Марков ертсе пынипе 19 опера, 7 оперетта, 5 балет лартнă. Çапла вара искусствăн кăткăс хайлавĕсене ăс-тăна хывма ансатланнă.

Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем асăннă проекта хатĕрлессипе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек тăрăшнă. Борис Семеновичпа унăн çемйи, пултарулăхĕпе еткерĕ çинчен видеоролик йĕркеленĕ, 110 ытла сăн ÿкерчĕклĕ курав уçнă. Çавăн пекех театр коллективĕсен «Мельпомена асамĕ» фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта Муркаш, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Вăрнар, Çĕмĕрле районĕсенчи сцена ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Кунпа пĕрлех проектпа килĕшÿллĕн Борис Марков пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан сочиненисемпе электронлă кăтартусен конкурсĕ иртнĕ.

Анчахрах вара культура центрĕнче «Çут тĕнчере самант çеç пурăнса, ялан юлар асра» театрализациленĕ уяв каçĕ пулчĕ. Унта пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов саламларĕ, электронлă хайлавсен тупăшăвĕнче çĕнтернисене парнесем пачĕ. Савăнăçлă уяв каçĕнче «Мельпомена асамĕ» фестиваль-конкурс кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕсем – хамăрпа кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи Йÿçкассинчи драма коллективĕ. Пухăннисене вĕсем «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» спектакльти сыпăксене кăтартса савăнтарчĕç. Çак конкурса хутшăннисене Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕн театр искусствин методисчĕ В.Григорьев дипломсем пачĕ.

Борис Маркова халалланă сочиненисен конкурсĕнче çĕнтернисене чыслама унăн шăллĕ – Анатолий Семенович Марков килнĕ. Вăл хăйĕн пиччĕшĕ çинчен аса илсе каларĕ, проекта хутшăннисене пурне те тав турĕ.

Уява килнисем умне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем тухрĕç. Сцена çинче Б.Марков лартнă оперăсемпе опереттăсенчи арисем янăрарĕç. «Ветеран» халăх хорĕ Марковсем юратакан юрăсене юрларĕ.

Б.С.Марков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă юбилей каçĕ пурне те килĕшрĕ. Проект авторĕ Любовь Константинова çак уява хатĕрлеме хутшăннăшăн тата тăтăшах пулăшса пынăшăн чĕререн тав турĕ.

Мĕнех, тĕлĕнмелле пултаруллă та ăста артист, режиссер – Борис Семенович Марковăн ятне ентешсем те, Чăваш Ен çыннисем те ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнĕç. Çакна вăл чăннипех тивĕçлĕ.

( Элĕк районĕ)



10 декабря 2013
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter