Шупашкар районĕнче чăх-чĕп аш-какайне тирпейлекен завод уçăлнă

 Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи Лапсар ялĕнче чăх-чĕп аш-какайĕ тирпейлекен завода хута янă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял-хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. «Агрохолдинг «Юрма» ООО «АПК аталантарас» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркелесе хута янă.. Выльăх-чĕрлĕхе аталантарас тесе «Юрма» 2 инвестици проекчĕпе тимлет. Пĕри чăх-чĕп комплексне модернизацилесси, тепри ăратлă сысна амисене ĕрчетме ферма тăвасси. (Пĕрремĕш проекчĕ 2,2 млрд. тенкĕллĕх, тепри – 750 млн. тенкĕне кайса ларĕ). Асăннă проектсене пурнăçа кĕртнĕ май, хушма 750 ĕç вырăнĕсем йĕркелесе яма май панă. Вăтамран ĕç укçине кунта вăй хуракансем 15500 тенкĕ илеççĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Раççей ВТО кĕнĕ май, чăх-чĕп тварĕн калăпăшне ӳстерсе паянхи рынока ытларах тăратма кирлине палăртнă. «Эпĕ шансах тăратăп, 2014 çулта республикăра аш-какай производствин калăпăшĕ курăмлăнах ӳссе пырассине», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



10 декабря 2013
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter