Кредитпа усă кураççĕ

Элĕк районенче хушма хуçалăха аталантарма кредитсем илесси малалла пырать. Акă кăçалхи 11 уйăхра 102604 пин тенкĕлĕх 548 çăмăллăхлă кредит илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе ытларах Элĕк (хушма хуçалăхĕсен 64,3 проценчĕ), Крымсарайка (48,2 процент), Тени (47,6 процент) ял тăрăхĕсенче усă кураççĕ.

Наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа ку енĕпе 576 миллион та 229 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку вăл хушма хуçалăхсен 43,7 проценчĕ. Кивçен илнĕ укçапа выльăх-чĕрлĕх витисем тунă, ял хуçалăх техникине туяннă.



10 декабря 2013
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter