Тăвай районĕ: тимлĕхри ыйтусемпе ĕçсем
Ĕнер район администрацийĕнче унăн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе иртнĕ ĕç планеркинче умĕнхи эрнери ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх тапхăр задачисене палăртнă.
Ку эрнере пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти иртет. Декабрĕн 12-мĕшĕнче – граждансене йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри кун. Декабрĕн 13-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулать.
Хĕллехи тапхăрта автомобиль çулĕсене пăхса, тасатса тăрасси уйрăмах çивĕч тăракан ыйту, вăл куллен пысăк тимлĕхре пулмаллине палăртнă.
Газпа электроэнергишĕн тÿлесси те вăхăтра татăлса пымалли ĕç. Газшăн, çутăшăн, пÿрт-çуртпа хваттерсене ăшăтнăшăн тÿлессине тăсса пымалла маррине кăтартса панă В.Ванерке.
Район бюджечĕн тупăш пайне пурнăçлассипе те кирлĕ пек ĕçлемелле. “Дорстрой” ООО, “Янтиковская” МСО” УАО, “Красная Чувашия” ЯХПК НДФЛпа (физически лицосенчен илекен тупăшпа) пысăк парăмра. “Бюджета налуксем вăхăтра кĕрсе пымалла тата парăмсене çине тăрса пĕтермелле”, – тенĕ администраци пуçлăхĕ.
Ял тăрăхĕсенче “Ял тăрăхĕсен 2014 çулхи тата 2015–2016 çулсенчи планлă тапхăрти бюджечĕ çинчен” уççăн сÿтсе явнă пирки финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев пĕлтернĕ.
Планеркăра нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес, пурăнмалли çурт-йĕре хута ярас, йышăнман çĕр участокĕсене йĕркелесе çитерес тата Çĕнĕ Çул уявĕсене хатĕрленес ыйтусене те пăхса тухнă.
“Пирĕн пĕтĕм ĕç районта пурăнакансен ырлăхĕшĕн пулса пымалла, пур сферăра та контроллĕ кăтартусем мĕнле пурнăçланса пынинчен çынсен пурнăç пахалăхĕ килет”, – пĕтĕмлетнĕ Владимир Ванерке.
Планеркăра ытти хăш-пĕр пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сÿтсе явнă. Администраци пуçлăхĕ должноçри яваплă çынсене, ертÿçĕсене хушусем панă.
Яланхи пекех экстренлă службăсен ĕçĕпе информацисем итленĕ.