Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчипех граждансене йышăнмалли кун
Раççей Федрацийĕн Конституцине йышăннă кун, раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейре граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кун тесе палăртнă. Çак асăннă кун Мускав хулинче, федераллă округсенче РФ Президенчĕн йышăну пӳлĕмĕсенче, федераци субъекчĕсен административлă центрсенче, ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсенче, территори органĕсенче, патшалăхăн федераллă округĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тата ытти тытăмсенче те пур çĕрте те граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе уполномоченнăйсем йышăнаççĕ. Пĕтĕм Раççейри граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли пĕрлĕхлĕ куна ирттерес умĕн, раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче практика семинарне йĕркелесе ирттернĕ. Мерпоприятийĕн тĕллевĕ çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов тата Чăваш Республикин тĕп федераллă инспекторĕ Геннадий Федоров каласа кăтартнă. Канашлура пĕтĕм тĕнчере ирттерекен анлă мероприятипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, методика сĕнĕвĕсем панă.