Элĕк районĕ: депутатсем район бюджетне йышăнчĕç

Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ ĕçлерĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – районăн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015-2016 çулсенчи бюджечĕсем çинчен. Ку ыйтупа финанс пайĕн начальникĕ Н.Павлова доклад туса пачĕ. Çитес çулхи тата планпа пăхнă 2015-2016 çулхи бюджета вырăнти муниципалитетсем хатĕрленĕ программăсене шута илсе никĕсленĕ.Район бюджечĕн 2014 çулхи тĕп виçисем çакăн пек пулаççĕ: тупăш укçи – 215216,6 пин тенкĕ, тăкаксем – 216174,4 пин, дефицит – 957,8 пин тенкĕ. 2015 çулта тупăшсем 227897 пин таран пухăнмалла, тăкак – 227897 пин тенкĕ. 2016 çул валли тупăшсен виçине 232036,9 пин тенкĕ чухлĕ палăртнă, тăкаксем – 233036,9 пин. Вĕренÿ, культура, физкультурăпа спорт валли те, социаллă ыйтусене татса пама та укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Депутатсем район депутачĕсен Пухăвĕн 2012 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнчи 146 номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Унпа килĕшÿллĕн районăн 2013 çулхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе 12416,3 пин таран ÿсет (4,3 процент). Прогноз тупăшĕсем 283985,7 пин чухлĕ пулĕç.

Ларура çавăн пекех муниципалитет пурлăхне 2014 çулта приватизацилемелли прогноз положенине, райадминистрацин вĕренÿ пайĕн положенине, депутатсен Пухăвĕн 2014 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç, райадминистрацин тытăмне (структурине) улшăнусем кĕртрĕç.

Ларăва хутшăннисем районта «Сывлăх» наци проекчĕ еплерех пурнăçланнине, культура, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, çамрăксем, информаци хатĕрĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе тирпей-илем енĕпе ĕçлекен яланхи комиссин ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрĕç.

Депутатсен черетлĕ ларăвĕнче «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн президентне, ЧР аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, педагогика ăслăлăхĕсен докторне Владимир Александрович Иванов профессора «Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» свидетельство пачĕç.

 



10 декабря 2013
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter