Чăваш Енре газпа тивĕçтерес программăна пурнăçлама 2013-2014 çулсенче çур миллиарда яхăн укçа-тенкĕ куçĕ

Раштав уйăхĕн  10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ. Чи малтанах республика Пуçлăхĕ «Газпром» акционерсен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ Алексей Миллер, Чăваш Республикинче 2013 çулта газификаци программине пурнăçламаллин план-графикне алă пусса çирĕплетни çинчен хыпара пĕлтернĕ. Асăннă программăпа килĕшӳллĕн «Газпром» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн шучĕпе, республикăра 4 объект хута яма палăртнă.  2013-2014 çулсенче «Газпром» ОАО  Чăваш Енре объектсене хута яма 500 млн. тенкĕ уйăрать. «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО Генеральнăй директорĕ Кияметдин  Мифтахутдинов Раççейĕпе илес пулсан, Чăваш Енре инвестици программине пурнăçа кĕртесси малтисенчен пĕри пулнине каланă. Кунашкал ĕç паллах, республикăра газ программи тата кăвак çулăмшăн парăмсем пулманнипе çыхăннине кура пурнăçланнине асăннă. Çав вăхăтрах, каласа хăвармалла, 2014 çулта Раççейри хăш-пĕр регионсене инвестици программинсенчен кăларнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ влаç органĕсен ертӳçисемпе вырăнти хăй тытăмлăх влаç оргнĕсен хăйсем çине илнĕ яваплăхсене туллин пурнăçлама кирлине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Маларахри вăхăтсенче çакнашкал объектсене хута яма республика бюджетĕнчен тата муниципалитесенчен пăлăшу кӳнĕ пулнă, халĕ вара пачах урăхла,  ирĕк паракан ĕç хучĕсене çеç пурнăçлама ирĕк пур, пĕтĕм тăкака ыттисене Газпром хăй çине илет. Пирĕн тĕллев – вĕсене пулăшса пырасси, çĕрпе çыхăннă ыйтусене татса парасси. 1 миллиарда яхăн ытларах укçа-тенкĕ хывакан ĕçсенчен пăрăнма сăлтав çук, тепĕр тесен, эпир çав тери пуян та мар.  Пурсăмăрăн та,  паян пĕр-пĕринпе килĕшсе, графика пăхăнса пырса ĕçлесе пымалла», - тесе палăртса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Вăл çавăн пекех, паян Чăваш Республикин экономика министрĕ пулма  Владимир Аврелькина алă пусса çирĕплетни çинчен хыпара пĕлтернĕ. Владимир Аврелькин Чăваш Ен Правительствинче чи çамрăк министрсенчен пĕри. Çамрăксене пирĕн яланах шанмалла, вĕсенче пуласлăх. Çамрăксен те  паян туймалла, вĕсене паянхии  ĕç рынокĕнче тăтăшах ыйтнине. Министра малашнехи ĕçре ӳсĕмсем туса пыма ăнăçусем суннă Пуçлăх. Паянхи канашлура тепĕр савăнăçлă хыпара пĕлтернĕ – РФ Спорт министерстви ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Раççей регионĕсем» номинацире  спорт аталанăвĕнче пысăк тӳпе хывнишĕн Чăваш Республики çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикинчи спорт учрежденийĕсене финанс енĕпе пăхса тăракан центра Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕ тăвас тата Канашри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн ыйтăвĕсене пăхса тухнă.  Чăваш Республикин Юстици министерствин 2013 çулхи 11 уйăхри ĕç кăтаротăвĕсем çинчен  министр Надежда Прокопьева тĕплĕн чарăнса тăнă. Министрсем Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен тĕпрен юсав ĕçĕсене валли çуртăн пĕтĕмĕшле калăпăшне шута илсе, пĕр квадратла метршăн 5,2 тенкĕ взнос пуçтармалли ыйтăва пăхса тухнă.  Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



10 декабря 2013
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter