Вăрнар районĕ: тÿрĕ çултан пăрăнсан

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ирттернĕ черетлĕ планеркăра условнăй майпа айăпланнă çынсемпе тата Раççей УФСИН уголовлă-пурнăçлав инспекцийĕн Вăрнар районĕнчи филиалĕ ял поселенийĕсемпе пĕрлешсе ĕçлес ыйтăва пăхса тухнă.

Филиал ертÿçи Валерий Кузьмин приговорсене вăхăтра пурнăçлассине, ирĕкрен хăтармасăр айăпланнисем тĕлĕшпе материалсем хатĕрлессине, тепĕр хут преступлени тăвассинчен тата право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарса айăпланисемпе профилактика ĕçĕ ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Декабрĕн 1-мĕшĕнчи даннăйсемпе уголовлă-пурнăçлав инспекцийĕнче учетра судпа айăпланă 86 çын тăрать, вĕсенчен 9-не обязательнăй майпа, 10-не юсанмалла ĕçлеттерме йышăннă, 52-не условнăй майпа айăп хунă, 14-не ирĕк прависене чакарнă (вĕсенчен 10-шĕ тĕлĕшпе электронлă асăрхав тата тĕрĕслев мелĕсемпе: мобильлĕ тĕрĕслев устройствисемпе, электронлă браслетсемпе усă кураççĕ), пĕр çын тĕлĕшпе айăплав вăхăтне тăснă.

Планеркăра ирĕкрен хăтарнă вырăнсенчен таврăнакан çынсене пулăшасси пирки те калаçу пуçарнă. Ирĕке кăлариччен вĕсен пурнăç условийĕсем пирки полицие ыйту килет. Кунашкаллисен хăшĕсен çурчĕсем юхăннă тĕслĕхсем те пур. Тĕрмерен таврăнсан ниçта та пурăнма май çуккипе вĕсем татах преступлени çулĕ çине тăма пултараççĕ. Çавăнпа та Леонид Николаев кунашкал çынсене ялсенчи пуш пÿртсемпе тивĕçтерес пирки саккуна тĕпчеме хушнă.

Полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе пĕрле судпа айăпланнисене, вăл шутра çула çитменнисене те, вырăна тухса тĕрĕсленĕ.

Шел те, çула çитменнисем преступленисем тăвасси ÿснĕ. Ку енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Андрей Матвеев вĕсем хутшăннипе 8 преступлени, вăл шутра 6-шĕ вăрлани, çырăннине пĕлтернĕ. Тепĕр пилĕк преступленийĕ – иртнĕ çул тĕрĕслеме пуçланисем. Киревсĕр тăватă ĕçе 22 сехет хыççăн тунă, эппин, ку чухне яваплăх ашшĕ-амăшĕ çине. Комисси учетĕнче 33 çамрăк тата 22 çемье шутланса тăрать, вунпĕр уйăхра 147 административлă материал пăхса тухнă. Çула çитменнисем тĕлĕшне 53 пин тенкĕ штраф хунă. Чи пысăк сумма – автотранспорт рулĕ умне водитель удостоверенийĕсĕр ларни. Çĕнĕ çултан скутерсемпе тата мопедсемпе «М» категориллĕ удостоверенисĕр çÿреме ирĕк пулмĕ, ăна 16 çул тултарсан параççĕ.

Раççей ШĔМĕн «Вурнарский» пай пуçлăхĕ Андрей Губанов ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех ачисем çапкаланчăк пулса тăнине палăртнă. Вăрнарта кунашкал тĕслĕх пур. Амăшĕ ачине пăхмасть, профилактика субъекчĕсем апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ пулин те ача вăрлама пăрахмасть. Çывăх вăхăтра ăна интернат кĕтме пултарать. А.Губанов çавăн пекех республикăра ултавçăсем хăйсене социаллă е ытти службăсен ĕçченĕсем тесе каласа ватă çынсене çаратнă тĕслĕхсем ÿсни пирки каланă, аслă ÿсĕмри çынсене асăрхаттарма ыйтнă.



11 декабря 2013
13:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter