Асăрханăр: çÿхе пăр
Пĕвесемпе кÿлĕсем кăшт шăнма тытăнсанах ачасемпе çамрăксем пăр çине васкаççĕ. Анчах çанталăк улшăнуллă: пĕрре шăнтать, тепре ăшăтса ярать. Пĕвесем çийĕнчи пăр та хальлĕхе çирĕп шăнма ĕлкĕреймен. Хĕл лайăх лармасăр, пăр хулăн шăнмасăр пĕве çине ан кĕрĕр.
Хăрушсăр пăр – симĕсрех е кăвакрах тĕслĕ, 7 сантиметртан çÿхе мар. Шурăрах тата сĕт тĕслĕ курăнакан вырăнсем шанчăклах мар. Ун çирĕплĕхне урапа тапса-пусса тĕрĕслеме юрамасть. Çынсем утнă çулпа пырсан шанчăклăрах. Енчен те çул çук-тăк, пĕрле вăрăм патак илĕр, шанчăксăр вырăнсенчен пăрăнса иртĕр. Шыв-шур çинче çÿреме, тĕрĕссипе, пăр пĕтĕмпех ларсан кăна юрать. Çапах та çак вăхăтра та хăрушă вырăнсем пур, вĕсем – ваксем, шыв куçĕсем, çăл куçĕсем тапса тăракан, промышленноç предприятийĕсенчен ăшă шыв тухакан вырăнсем, пулăçсем хăварнă шăтăк-путăксем. Пăр шатăртатни илтĕнсен, шыв тăни курăнсан хăвăртрах çыран хĕрне тухăр, урасене сарса утăр е шуса пырăр. Темиçен пăр урлă каçнă чух пĕр-пĕринчен 5–6 метр аякра утмалла, малта пыракана пулăшма хатĕр пулмалла.
Шăннă пĕве урлă йĕлтĕрпе каçакансен унччен кам та пулин тунă йĕрпе пырсан аванрах. Енчен те ун пекки çук-тăк, куçма тытăниччен йĕлтĕр хытаркăчĕсене салтмалла, алăсене туя ункисенчен кăлармалла, рюкзака хăрах хулпуççи çине çакăр.
Хĕлле пулă тытма юратакансене те тимлĕ пулма ыйтатпăр. Пĕчĕк лаптăкра нумай шăтăк пăралама, пăр çинче сикме-чупма, пысăк ушкăнпа пухăнма юрамасть. Кашни пулăçăн пĕрле 12–15 м тăршшĕ вĕрен пулмалла. Япăх çанталăкра – юр хытă вĕçтернĕ, çумăр çунă, тĕтре тăнă чух – тата каçхине пăр çине тухмалла мар.
Енчен те шыва кĕрсе ÿкрĕр-тĕк, çухалса кайма юрамасть. Йывăр япаласене хывса-салтса пăрахмалла, çирĕпрех пăр çинелле тухма тăрăшмалла. Ансăр шыв куçĕнчен хырăм çинчен çурăм çине çаврăнса, çав вăхăтрах пăр хĕрринелле шуса тухмалла.
Шыва анса кайнă çынна çăлас тесе хăвăр ытлашши çывăха ан пырăр, ал-урасене аяккалла сарса выртса шуçăр. Ал айĕнче патак-хăма, вĕрен е ытти япаласем пулсан аван. Вĕсене илĕр те шыва кĕрсе ÿкнĕ çын патне пăр тăрăх алăсемпе урасене сарса хурса, хырăмпа шуса пулăшу памалли хатĕре малалла шутарса кĕрĕр, унăн вĕçне инкекри çынна тыттарма тăрăшăр. Нимĕн те çук-тăк ременьпе е шарфпа, курткăпа тата ыттипе усă курăр.
Йĕпенсе шăннă çынна хăвăртрах типĕ тум-тир, атă-пушмак тăхăнтартмалла, вĕри чей ĕçтерсе ăшăтмалла та пылак çимĕç çитермелле. Нумайрах хусканма хушмалла. Алкогольлĕ шĕвексем ĕçтерме юрамасть – çакă сывлăха йывăр сиенлет.
Пăр çине тухма тиврĕ-тĕк нихăçан та асăрханулăх çинчен ан манăр. Пăрлă шывра 10–15 минут пулни пурнăçшăн хăрушă.
Ф.ТИМОФЕЕВ,
Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – ятарлă программăсен
пайĕн пуçлăхĕ.