Чăваш Енре универсаллă электронлă карттăна илекенсен йышĕ кунсеренех ÿссе пырать

Чăваш енре универсаллă электронлă карттăна (УЭК) илекенсен йышĕ кунсеренех ÿссе пырать. Паянхи кун тĕлне 11,5 пин çын заявлени çырнă, вĕсенчен 1700 çынна карттăна алла панă – пĕлтерет Чăваш енри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин информаципе аналитика медицина центрĕ.

Аса илтерме, «Универсаллă электронлă картта» проект Чăваш енре, пĕтĕм çĕршыври пекех, кăçалхи январьте старт илчĕ. Республикăна УЭКсем федераллă икĕ приложенипе килеççĕ, идентификацилле (СНИЛС тата ОМС) тата банк приложенийĕсем. Апрельтен унта регионти – транспорт приложенине çырма тытăннă. Вăл Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче кăна мар, пĕтĕм республикипех пурнăçланать. Кăмăл пулсан УЭКа электронлă цифрăллă алă пуснине кĕртме пулать, капла Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче документсене алă пусма е тивĕçтерÿсем илме май пур.

Республикăра карттăсене парассипе 13 пункт ĕçлет, вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче тата Муркашпа Шупашкар районĕсенче вырнаçнă.

Карттăна тÿлевсĕр пилĕк çуллăха параççĕ. Зявлени çырма пĕрле паспорт, патшалăхăн пенси страхлавĕн страхлакан свидетельстви (СНИЛС) тата медицина страхлавĕн полисĕ пулмалла. Карттăна 20 кунта хатĕрлесе параççĕ. (Вăрнар районĕ)



11 декабря 2013
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter