Культура çулталăкĕн эмблеми

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн кăçалхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулта Раççейре Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Культура министерстви асăннă çулталăкăн Чăваш Республикинчи эмблемин эскизне хатĕрлес енĕпе республика конкурсĕ ирттересси пирки пĕлтерет. Конкурс тĕллевĕсем: эмблемăн чи лайăх эскизне палăртасси, халăхăн пултарулăх вăйне çĕклесси, обществăн пысăк пайне Культура çулталăкĕпе кăсăклантарасси.

Конкурса хутшăнасси пирки ЧР Культура министерствине декабрĕн 15-мĕшĕччен пĕлтермелле.



11 декабря 2013
13:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter