Раççей Конституцийĕ – 20 çулта

Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх сасăлавĕпе йышăннă. Унăн тулли текстне çав çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче «Российская газета» пичетленĕ. Çавăнтанпа Конституци кунĕ Раççей патшалăх уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли шутланать.

Конституци – патшалăхăн тĕп саккунĕ – Раççейĕн мĕнпур право тытăмĕн шăнăрĕ шутланать, ытти саккунсен шухăшĕпе содержанине палăртать.

Конституцине йышăннăранпа документа хăш-пĕр тÿрлетÿсем кĕртнĕ, вăл шутран чи юлашкисенчен пĕри – Раççей Федерацийĕн Президентне ултă çуллăха тата Патшалăх Думине пилĕк çуллăха суйласси çинчен калакан положени (30.12.2008).

1990 çулсенче Раççей Конституцийĕ политикăн икĕ кризисне чыслăн чăтса ирттернĕ.

Раççей историйĕнче пилĕк Конституци шутланать – 1918, 1924, 1936, 1977 тата 1993 çулсенче йышăннисем. Малтанхи тăватă Конституци совет тапхăрĕн тата социализм сĕмĕллĕ пулнă. Тĕпрен илсен, вĕсенче палăртнă принципсем пурнăçланман.

Раççей Конституцийĕ – патшалăхăн демократи аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Вăл ырă шухăшлă деклараци кăна мар, тÿррĕн ĕçлекен документ. Кирек мĕнле çĕршывра пурăнаканшăн та Конституци – чи малтанах саккун, ăна пĕлни тата пурнăçлани – цивилизацилле пурнăç норми, ун пахалăхне ÿстерекен хăватлă мел.

Çÿхе хĕрлĕ тир хуплашкаллă, ун çине кĕмĕлпе хунă Раççей гербĕ тата ылтăнпа «Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ» тесе çаптарса çырнă – çакăн пек çĕршывăн тĕп саккунĕн «пĕрремĕш номерлĕ экземплярĕ». Унăн инаугурациллĕ изданийĕ Кремльте çĕршыв ертÿçин библиотекинче упранать.

Вунă çул ытла декабрĕн 12-мĕшĕ официаллă канмалли кун шутланнă. Анчах 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Патшалăх Думи РФ Ĕç кодексне улшăнусем кĕртнĕ май саккунпа ăна пăрахăçланă. Халĕ каллех çак куна кану кунĕ тăвас калаçу пырать.

Патшалăх Думин спикерĕ Сергей Нарышкин 2014 çултанпа чиновниксенне Конституци пĕлĕвне тĕрĕслеме пуçлассине пĕлтернĕ.

Çакна та каламалла, Конституцие йышăннăранпа 20 çул çитнĕ май, Президент Патшалăх Думине массăллă амнистин проектне кĕртнĕ. Вăл ача кĕтекен тата çула çитмен ачаллă хĕрарăмсене, преступлени тунă ачасене тата пенси çулĕнчи граждансене – йывăр тата мăшкăлпа çыхăннă преступленисемсĕр пуçне – пырса тивет.

Республикăра тата районта Раççей Конституцийĕн кунне халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.



11 декабря 2013
13:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter