Вăрнар районĕ: пултарулăх тупăшăвĕ йыхравлать

Автор юррисене кăмăллакансене Пĕтĕм Раççейри «Гринландия-2014» XXII фестиваль йĕркипе иртекен «Яланах хĕвел пултăр!» куçăмсăр конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ.

Ку хутĕнче пултарулăх тупăшăвĕн темине «Пусть всегда будет солнце!» паллă юрăри сăмахсемпе палăртнă. Конкурса çынсем хушшинчи ăшă хутшăнусем, амăшне тата Тăван çĕршыва юратни, çемьери килĕшÿлĕх çинчен калакан юрăсемпе сăвăсене йышăнаççĕ.

Унта автор-юрăçăсем, поэтсем тата пултарулăх коллективĕсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене «Сăмахсен тата кĕвĕ авторĕ», «Сăмахсен авторĕ», «Кĕвĕ авторĕ», «Дуэт», «Ансамбль», «Çемье дуэчĕ», «Çемье ансамблĕ», «Поэт» номинацисенче хаклаççĕ.

Конкурс кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчех старт илнĕ, заявкăсене вара 2014 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ăна май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Куçăмсăр конкурсра çĕнтерекенсем «Гринландия-2014» фестивале хутшăнĕç.

Тулли информацие фестиваль сайтĕнче тупма пулать.

Çакна та палăртмалла, Чăваш енри ача-пăча поэчĕ Елена Светлая «Гринландия-2013» фестиваль йĕркипе иртнĕ «Манăн çемье – манăн Тăван çĕршыв» конкурсра çĕнтернĕ. Унăн «Автан тата Чăх» юптарăвĕ сăвăсен номинацийĕнче чи лайăххи пулнă.

Автор юррисен фестивалĕ çулсеренех Киров хулин Башарово салинче Быстрица шыв хĕрринче иртет. Ăна пĕрремĕш хут 1986 çулта йĕркеленĕ. Каярах вăл Александр Грин писатель-романтика халалласа «Гринландия» ята илнĕ.



11 декабря 2013
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter