Чăваш Республикинчи граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раççейри кунăн пĕтĕмлетĕвĕсем

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă кун, 12 сехерен пуçласа каçхине 20 сехетчен тĕнчипех хапăр хăй ыйтăвĕсемпе граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раççейĕпе ятарлă кун пулнă.    Чăваш Енре халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикинчи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăну пӳлĕмĕсенче мĕн-пур влаç органĕсен тытăмĕсенче  иртнĕ. Палăртнă кун 2892 çын тĕрлĕ ыйтусемпе килнĕ пулнă. Граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнас ĕç вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче анлăн иртнĕ. Вĕсем патне çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе пынă, хисепĕ -1805 çын таран çитнĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен федераци ведомствисен территори органĕсен патне - 684 граждан, ĕç тăвакан влаç органĕсем патне 379, РФ Президенчĕн  йышăну пӳлĕмне - 24 çын харпăр хăй ыйтăвĕсемпе пынă. Асăннă мероприятие РФ Конституци кунĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх çулсеренех ирттерме палăртнă.



13 декабря 2013
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter