Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынин ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă

Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Хусан хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă, РФ Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынин кăтартăвĕсемпе тата Атăлçи федераллă округри субъектсен 2014 тата планпа пăхса хăварнă  2015-2016 çулсенчи бюджет шайлашăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Канашлăва Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă. Канашлăва РФ финанс министрĕ Антона Силуанов, федераллă министерствăсенчен представительсемпе регионсен Пуçлăхĕсем хутшăннă. Михаил Бабич хăйĕн ум сăмахĕнче бюджет тытăмĕнчи тĕп ыйту - РФ Президенчĕ Владимир Путин кăларнă Указсене пурнăçа кĕртсе пырасси пулнине палăртнă. «Паян чăннипех те бюджетсен шайлашăвне пăхса тухас ыйту кашни регионшăн пĕлтерĕшлĕ. Çитес бюджет тата 2015-2016 çулсем валли пăхса хăварнă бюджета пурнăçласси пирки те ыйтăва сӳтсе явмалла. Кашни ыйтупа Раççей Президенчĕ Владимир Путин çуллен Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне яракан Çырура тĕплĕн палăртса хăварнă. Вĕсене пурнăçлас тесе пурсăмăрăн та  тивĕçлипе ĕçлесе пымалла», - тесе каланă Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич. Канашлăва хутшăннă ертӳçĕсем ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Канашлăва вĕçленĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци радиовĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Республикинче асăннă Указсене туллин те кирлĕ пек пурнăçласси пирки шантарсах каланă. Республика Пуçлăхĕ унсăр пуçне регионсен ертӳçисем бюджетсен çыхăнăвĕсемпе ятарлă предложенисем тăратнине асăннă, ыйтусене малашне федераллă влаç органĕсен шайĕнче тинкерме палăртнине каланă. Тĕплĕнрех



13 декабря 2013
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter