Вăрнар районĕ: Раççей пĕрлĕхĕшĕн, экономика ÿсĕмĕшĕн

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Конституци 20 çул тултарнă кун парламента черетлĕ Çырупа тухнă. 10-мĕш Çырура вăл çĕршывăн тулашри тата шалти политикин тĕп çул-йĕрне палăртнă

Вырăнти хăй тытăмлăха реформăласси

Пирĕн çĕршыв пурнăçне хутшăнас текен граждансене, политика партийĕсене пулăшмалла. Паян вырăнти хăй тытăмлăх системинче татса памалли ыйтусем чылай. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем коррупци пăтăрмахĕсене пуçараççĕ. Вырăнти влаçăн халăхшăн çывăх пулмалла. Аса илер-ха, земствăсем, вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕ Раççее малалла кайма май панă. Вăйлă хăй тытăмлăх çĕршывăн кадр вăй-хăватне çĕнетме тата тултарма май парать. Паллах, эпир суйлавсем урлă влаçа хатĕр, тĕллевлĕ, профессионаллă, яваплă çынсем килес механизма тĕрĕслесех тăрăпăр. Çавăнпа политика конкуренцине ÿстерес, политика институчĕсене лайăхлатас, вĕсен уççăнлăхĕ тата эффективлăхĕ валли условисем туса парассипе малашне те ĕçлĕпĕр.

«Чыссăр интернационал» пирки

Этноссем хушшинчи хирĕçтăрăва вăл е ку халăх представителĕсем мар, хăйсен, ыттисен культуринчен писнĕ, традицийĕсене хисеплемен çынсем пуçараççĕ. Вĕсем – хăйне евĕрлĕ чыссăр интернационалсем, вĕсен йышне хăш-пĕр кăнтăр регионĕсенчен тухнă сĕмсĕр, юрăхсăр çынсем, вĕсене хÿтĕлекен сутăнчăк йĕрке хуралçисем, вырăс националисчĕсем, сепаратистсем – кирек мĕнле трагедие те вандализма тата юнлă пăтăрмаха çавăракансем – кĕреççĕ. Пирĕн кунашкаллисемпе пĕрлешсе кĕрешмелле, нацисем хушшинчи тăнăçлăха хÿтĕлемелле, урăхла каласан, хамăрăн общество пĕрлĕхне тата Раççей патшалăхне туллин сыхласа хăвармалла.

Ĕç мигранчĕсем пирки

Патшалăхăн ют çĕршыв çыннисем Раççее мĕн тума тата мĕн вăхăтлăха килнине пĕлмелле. Визăсăр йĕркепе килнĕ тата пирĕн çĕршывра тĕллевсĕр вăрах пурăнакансем тĕлĕшпе ыйтăва уçăмлатмалла. Патент системине улăштармалла. Халĕ ют çĕршывран килнисен уйрăм çынсем патĕнче ĕçлеме патент илмелле. Юридици вăйĕнчи çынсене те, уйрăм предпринимательсене те аякран килнисене патент никĕсĕ çинче ĕçе илессине йĕркелеме сĕнетĕп. Патент хакне Раççейĕн кашни субъекчĕ хăй палăртĕ.

Экономика ÿсĕмĕ пирки

Экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакнин тĕп сăлтавĕ – шалти политика. Аталану институчĕсенче çирĕп инвентаризаци ирттермелле. Пирĕн пысăк технологисен шалти ыйтăмне йĕркелемелле. Нацин профессионаллă квалификацийĕсен канашне хăй тĕллĕн ĕçлекен орган туса хумалла. Çитес çултан кашни регионтах инвестклимат рейтингĕсене ирттерме тытăнăпăр.

Конституци çинчен

Конституцие тÿрлетÿсене право уçăмсăрлăхне пĕтерме кĕртсен аван. Конституци процесĕ тăнăçлă пуласса шанатăп. Ку чи малтанах ун иккĕмĕш – çынсен ирĕклĕхĕпе прависене палăртакан пайне пырса тивет.Тĕп саккунри ку положенисене тĕкĕнме юрамасть. Пурнăç вырăнта тăмасть, çавăнпа та хăш-пĕр тÿрлетÿсем туни кирлĕ.

Обществăлла асăрхав пирки

Çын прависемпе ĕçлекен Президент канашне, обществăлла тата право йĕркине хÿтĕлекен ытти организацисене «Обществăлла асăрхав çинчен» саккун проектне хатĕрлессине хутшăнма чĕнетĕп. Паянхи Раççее халăхăн анлă дискуссийĕ кирлĕ, кун чухне общество пуçарăвĕсем патшалăх политикин пайĕ пулса тăрĕç, вĕсене пурнăçланине халăх тĕрĕслесе тăрĕ. Ман шутпа, çынсен, граждан обществисен институчĕсен мĕн пур саккун проекчĕпе, стратегилле плансемпе паллашма майсем пулмалла. Обществăлла канашсем хăйне евĕрлĕ экспертсем, тепĕр чухне влаçăн конструктивлă оппоненчĕсем, коррупципе хастар кĕрешекенсем пулса тăмалла.

Вĕренÿ пирки

Тахçанах хушнă – çитес çултан шкултан тухакансен пĕтĕмлетÿллĕ сочинени çырма тивĕ. Паллах, унăн результачĕсене, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕпе танах, аслă шкулсене кĕнĕ чухне шута илмелле. Эпир нумай нациллĕ халăха пĕрлештерекен культура, истори тата вырăс чĕлхин тÿпине пĕлетпĕр. Пирĕн патшалăх политикине, вăл шутра вĕрентÿ тытăмне те çакна шута илсе йĕркелемелле. Шкул пĕтерни çинчен калакан документа туслăхлă çĕршывсенче те йышăнассине йĕркелемелле, çавăн пекех Раççей стандарчĕсемпе Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлешĕвĕн чи çĕршывсенче ЕГЭ пункчĕсем туса хумалла. Вĕсене хамăр шкулсемпе пĕр вăхăтра ирттермелле.

Аслă шкулсенчи

çар хатĕрленĕвĕ

Пирĕн мобилизацилле хатĕр резерв мĕнлерех майпа туса хурасси пирки шутламалла. Ку енĕпе манăн сĕнÿ пур: студентсене отсрочка панине пăрахăçламасăр, аслă шкулсенче çар хатĕрленĕвĕн системине улăштармалла, вĕренÿ вăхăтĕнчех студентсене çар хатĕрленĕвĕ тата çар специальноçĕ илме майсем туса памалла. Çак механизм вĕсене Хĕçпăшаллă Вăйсен ретне илмесĕрех резервистсен кирлĕ шутне хатĕрлеме май парĕ.

Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче çавăн пекех ытти чылай çивĕч ыйтăва çĕкленĕ.



16 декабря 2013
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter