Чăваш Енре иртекен Олимп çулăмĕн эстафетин тăршшĕ 33 км тăршшĕ пулĕ

 Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе тата тĕрлĕ служба пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, раштавăн 27-мĕшĕнче Шупашкара çитекен Олимп çулăмĕн эстафетине хатĕрленсе ирттернĕ мероприятисем çинчен чарăнса тăнă. Асăннă эстафетăра 163 çулăм факелне çĕклекен хутшăнĕ, вĕсенчен кашни 200 метр таран факела йăтса чупĕ. Пĕтĕмĕшле эстафетăн тăршшĕ 33 км танлашать. Иван Моторин палшăртнă мероприяти çинчен Шупашкарта пурăнакансене анлăн пĕлтерсех тăмалли çинчен палăртнă, мĕншĕн тесен, транспорт çул-çӳревĕсем ылмашĕнĕç. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков палăртнă мероприятие хатĕрленсе, раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче  пресс-конференци йĕркелесе ирттерме палăртса хуни çинчен хыпара пĕлтернĕ. Транспортпа çыхăннă ыйтусене МИХ пĕлтерме палăртнă. Канашлу вăхăтĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем хăйсем кайса килнĕ ĕçлĕ командировкăсем çинчен каласа кăтартнă. Калăпăр, Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков, раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Хусан хулинче пулнă. Вăл бюджетпа çыхăннă ыйтусем çинчен чарăнса тăнă.  РФ Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче  кăларнă указĕсене пурнăçласа ирттернĕ ĕçсен кăтартăвĕсене тшкернĕ. 2012 çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен социаллă тытăмра бюджетпа кирлĕ пек тăкаланакан РФ субъекчĕсен лайăххисен шутне кĕнине палăртнă пулнă. ПФО субъектсем хушшинче Чăваш Республики патшалăх парăмĕсене парса татассипе чи лайăх 5 регионсем шутне кĕнине асăннă. 2013 çул чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 7 531,6 млн. тенкĕпе танлашать, çулталăк пуçланнăранпа парăм 2 676,9 млн. тенкĕллĕх пĕчĕкленнĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова РФ Правительствин Вице-премьерĕ Ольга Голодец, раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирттернĕ канашлăва хутшăнни çинчен пĕлтерĕ. РФ Президенчĕ 2012 çулта, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсем тавра калаçу хускатнине асăннă, ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнине каланă.  Палăртнă канашлура Чăваш Республикине «çул-йĕр карттисем» кăтартупа чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан регионсем шутне кĕнине палăртнине каланă Алла Самойлова. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин,  раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче ĕçлĕ çул-çӳревпе Хусанта пулнă.  Унта пăхса тухнă ыйтусем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.



16 декабря 2013
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter