Факел илемлĕхе, çĕр-шыв пуянлăхне сăнлать

Декабрĕн 27-мĕшĕнче Шупашкара çитекен Олимп çулăмĕн эстафети кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илĕ, хула урамĕсемпе хĕмленсе "Олимпийский" стадионта çуталĕ. Унтах пысăк та савăнăçлă уяв кĕрлĕ. Хĕрлĕ лапам та чаплă концерта йыхравлĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Хĕл мучипе зарядкăна тухĕç.

Олимп вăййисен тĕп символĕ – çулăм факелĕ – йăла-йĕркепе пуласлăха, Раççей халăхĕн тараватлăхне сăнлать. Пирĕн çĕр-шывăн пуянлăхĕпе нумайевĕрлĕхне, илемлĕхне кăтартса паракан факелсем икĕ тĕслĕ – хĕрлĕ тата кăвак.

Сочире иртекен Олимпиадăн хĕрлĕ тĕслĕ факелĕ вут кайăк тĕкне аса илтерет. Унăн тĕп пайĕ сивĕ "пăр" тĕслĕ, ăна ăшă, хĕрлĕ "çулăм" илемлетет.

Паралимп вăййисен факелĕн форми те Олимп факелĕпе пĕр евĕр, анчах та унăн хушма тĕсĕ тÿпе пек кăвак.

Икĕ факелĕ те чун, ăс-тăн, ÿт-пÿ, вăй-хал пахалăхĕпе аталанăвĕ патне ăнтăлнине сăнлаççĕ.

2014 çулхи хĕллехи Олимп вăййисен пысăк пĕлтерĕшлĕ факелĕсем пирĕн анлă çĕр-шывăн пур кĕтессине те çитсе тĕнчене паянхи Раççее сăнласа парĕç.

А.СЕМЕНОВА.



16 декабря 2013
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter