Вăрнар районĕ: район бюджетне çирĕплетнĕ

Юн кун депутатсен районти пухăвĕн ларăвĕнче 2014 çуллăх тата планпа пăхнă 2015-пе 2016-мĕш çулсем валли район бюджетне çирĕплетнĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, хула-ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, муниципаллă учрежденисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Бюджет проекчĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, пĕрремĕш хут район бюджетне администраци йышăннă муниципаллă 14 программăна тĕпе хурса йĕркеленĕ. Бюджетра программăсене пурнăçлама пăхнă тăкаксен пайĕ мĕнпур тăкаксен 95,5 проценчĕпе танлашать.

Проектпа килĕшÿллĕн, 2014 çуллăх бюджетра тупăш пайĕ 454,7 миллион тенкĕ пулмалла, тăкаксем – 458 миллион тенкĕ, дефицит пайĕ – 3,4 миллион тенкĕ. Дефицита саплаштармалли çăлкуç – çитес çул пуçламăшĕ тĕлне юлакан укçа-тенкĕ.

Бюджетăн тупăшсен тытăмĕнче харпăр хăй тупăшсем 28,8 процент пуласса палăртаççĕ. Ку пай çулсерен ÿсмелле: 2015 çулта – 29,8 процент, 2016-че – 31,7 процент. Бюджетăн ытти пайĕ – республика бюджетĕнчен уйăракан бюджетсем хушшинчи трансфертсем.

Районăн харпăр хăй тупăшне, тĕпрен илсен, уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хуракан налуксем тултармалла (2014 çулта 103,4 миллион тенкĕ пулмалла).

Бюджет тăкакĕсен 62 процентне (288 миллион тенкĕ) вĕрентÿ сферине яма пăхса хăварнă. Кунсăр пуçне вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕплĕ юсав ирттерме 3,6 млн тенкĕ ямалла, поселокра ача сачĕ çĕнĕрен çĕклеме – 8,4 миллион тенкĕ. Социаллă политикăна пурнăçласа пыма каякан тăкаксем 22,2 миллион тенкĕпе танлашаççĕ. Планпа килĕшÿллĕн, тăлăх 15 ачана çурт-йĕрпе тивĕçтермелле, 20 çамрăк çемьене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшмалла. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тивекен пай 2014 çулта – 21,3 миллион тенкĕ, уйрăммăн илсен, нумай ачаллă 4 çемье хăйсен кил-çурчĕллĕ пулĕ, кивелсе çĕрĕшнĕ çуртсенче пурăнакансем çĕннисене куçĕç. Гузалия Салахова çитес тата ытти çулсенче харпăр хăй тупăшсене май килнĕ таран ÿстермеллине каланă.

Экономика ĕçĕ-хĕлĕн, бюджет тата налук ыйтăвĕсемпе тимлекен бюджет комиссийĕн председателĕ Иван Сандомиров бюджет пуриншĕн те уçă, ÿстерсе кăтартнă цифрăсемсĕр пулнине палăртнă. Тĕрĕслевпе счет органĕн председателĕ Светлана Шашкарова та бюджет проектне лайăх пĕтĕмлетÿ панă. Бюджет проектне унччен маларах та ларусенче пăхса тухса тишкернĕ май, хальхинче пурте пĕр саслăн çирĕплетнĕ.



16 декабря 2013
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter