Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕмĕрле хулинче пулнă

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕмĕрле хулинче пулнă. Премьер-министр хăйĕн сăмахĕнче Çĕмĕрле хулинче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче çулсерен йывăр лару-тăру пулнине асăннă. «Хулана республика Правительстви кулленех пулăшать. Вĕсене пулăшнă пек, ытти муниципалитетсене нихăшне те пулăшу кӳмен, çав-çавах Çĕмĕрлере пурăнакансем пĕрмай ыйту тăратаççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин ĕçĕпе пачах кăмăллă мар», - тесе палăртнă Иван Моторин. Вăл Чăваш Республикин Министерсен Кабинечĕ ЖКХ ыйтăвĕсене татса пама пĕр хутчен çеç мар укçа уйăрнине те каласа хăварнă. Кăçалхи çул çĕнĕ хутса ăшăтмалли тапхăра валли 61 млн. тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕпе пуçтарăнса кайнă парăмсене парса татма вырăнлă пулнă. Çапах та лару-тăру пачах ылмашăнман тесен те йăнăш мар. 2013 çулхи 11 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем çинчен хула пуçлăхĕ Сергей Яргунин паллаштарнă. «Пĕтĕмĕшле илсен,  Çĕмĕрлен социаллă экономика аталанăвĕ япăхах мар. Предприятисем пур те ĕçлеççĕ, пенси тӳлеççĕ. ЖКХ тытăмĕнче ыйтусем пуçтарăнса кайнă, çул-йĕрсем тăвас ĕç кăткăс тăрать», - тесе палăртнă Иван Моторин.  Кун пек йывăрлăхран тухма, ĕç-пуçа çăмăллатас тесе, хăйсен шухăшĕсене министерствăсен ертӳçисем каласа кăтартнă. Парăмсем çинчен «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО тата  «Чувашская энергосбытовая компания» АО тĕплĕн паллаштарнă.



16 декабря 2013
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter