Чăваш Ен Правительствин ларăвĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин ларăвне ирттернĕ. Ларура Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен калакан документа кĕртнĕ саккун проектне ырланă. Асăннă ĕç хутне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Педседателĕн çумĕ – финанс министрĕ    Михаил Ноздряков тăратнă. 2013 çулта Чăваш Республикин тăкакĕпе тупăш пайне 170,9 млн. тенкĕллĕх ӳстерме палăртать. Асăннă улшăнусене кĕртнĕ хыççăн 2013 çул финанс ĕç хучĕсем тăрăх тупăш пайĕ 35595,6 млн. тенкĕллĕх, малтанласа пăхса хăварнинчен 18,9 процент чухлĕ ӳсет, вĕсенчен харпăр хăй тутăшĕ 538,1 млн. тенкĕ, каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 5129,3 млн., тăкаксене илес пулсан -   38402,8 млн. тенкĕ, 24,1 процент чухлĕ ӳсет.   Чăваш Республикин бюджечĕн дефицичĕ 2013 çулта малтанласа пăхса хăварнипех юлать, 2807,2 млн. тенкĕ. Правительство членĕсем «Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккун проектне  кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене пăхса тухса килĕшнĕ. Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн тупăшĕпе тăкак пайĕ 10500 пин тенкĕллĕх пĕчĕкленет, 0,1 процент чухлĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн шучĕпе Чăваш Республикинчи медицина ĕçченĕсене пĕр хутчен паракан пулăшупа тивĕçтерме 26,5 млн. тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă, 2013 çулта  «Земский доктор» программăпа килĕшӳллĕн 53 врач пĕр миллион тенкĕллĕх пулăшу илесси пирки асăннă. Чăваш Республикинчи патшалăх граждан служби çинчен калакан Саккуна кĕртнĕ саккун прекчĕ çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Администрацийĕн Ертӳçи  Александр Иванов ĕç хучĕпе паллаштарнă. Паянхи ларура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



16 декабря 2013
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter