Тăвай районĕ: çырăва хакласа

Аталану тĕллевĕпе.

Конституци 20 çул тултарнине паллă тунă кун Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕнче çĕр-шывра экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакни тулашри сăлтавсемпе мар, шалти сăлтавсемпе çыхăннине кăтартса пачĕ. Çакăнпа килĕшмесĕр тăма çук, мĕншĕн тесен ВВП калăпăшĕпе Раççей тĕнчери чи пысăк пилĕк экономика шутне кĕнĕ, анчах ĕç тухăçлăхĕпе эпир малти çĕр-шывсенчен 2–3 хут юлса пыратпăр. Çак уйрăмлăха çине тăрса пĕтермелле, ку тĕллевпе аталанăвăн çĕнĕ факторĕсене – ĕçлев рынокне улăштарса вăйлатмалли майсене, ырă инвестици климачĕ туса хумаллине, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессине, вырăнти резервсемпе, ресурссемпе туллин усă курассине, ĕçе пĕлекен кадрсем хатĕрлессине – тивĕçлĕ тимлĕх, пысăк пĕлтерĕш хумалла. Çапла палăртрĕ Президент.

В.ВАСИЛЬЕВ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ.

 

Кадрсемпе тивĕçтермелле

Яла аталантарас, ял хуçалăхне кадрсемпе çирĕплетес ыйту çивĕч тăрать. Ку енĕпе федераци шайĕнче “2014–2020 çулсенче ял хуçалăх территорийĕсене тухăçлă аталантарасси çинчен” çĕнĕ программа йышăннă. Вăл пирĕн республика шайĕнче те ĕçлет. Паянхи кун “Шимкусский” хуçалăхра агроном, зоотехник çитменни палăрать. Аслă пĕлÿллĕ специалистсем çителĕксĕр пулни ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытлă-çитлĕ туса илес ĕçре чăрмав кÿрет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче ял инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе бюджета улшăнусем кĕртмеллине палăртрĕ.

Ю.АЛЕКСЕЕВ, “Шимкусский” ЯХПК ертÿçи.



17 декабря 2013
10:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter