Чăваш Ен спортпа туслă чи вăйлă Раççейри регион!

Раштавăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă. Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви физкультурăпа спорт ĕçне пĕтĕмлетсе ирттернĕ торжествăлла церемонийĕн мероприятийне хутшăннă. Асăннă пулăма Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников хутшăннă. «Раççей регионĕ» номинацире пуçласа пĕрремĕш хут Чăваш Ен çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илнĕ. Асăннă кăтартăва Чăваш Республикинче пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине суйласа илни, влаç органĕсенче тимлекенсем физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре эффективлă ĕçлесе пынине кура тивĕçнине палăртса хăварнă. Паллă церемони ИТАР-ТАСС пресс-ценрĕнче иртĕ. Мероприятие «Россия-2», «Большой спорт» телеканалсен программисенче тӳрремĕнех кăтарса пынă. Спортăн номинацийĕсене Раççей Правительстви 2010 çулта йĕркелесе йышăннă пулнă. Кăçалхи çул 10 номинацире çĕнтерӳçсене палăртнă пулнă. Кашни номинацийĕн çĕнтерӳçисене 500 пин тенкĕ укçан премии парса хавхалантарнă.



17 декабря 2013
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter